Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă

15.01.2020 10:07 | просмотров: 1020
 Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне савăнăҫлă ларура пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин иртнĕ ҫула Театр ҫулталăкне халаллама йышăннă пулнă. Ăна тĕпе хурса Чăваш Республикинче йĕркелесе ирттернĕ мĕн пур мероприятие паха та ҫӳллĕ шайра ирттерме хутшăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пурне те мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Правительство ертӳҫи чăваш йăла-йĕркине, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма пулăшнăшăн аслă ăрури ҫынсене чĕререн тухакан сăмахсем каланă. Театр тĕнчинче 50 ҫул ытла халăхшăн пархатарлă ĕҫсем тунисене, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен чечек ҫыххисем парнеленĕ.

«Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тата хам ятран сире театр ĕҫне парăннăшăн тав тăватăп. Эсир таса чунпа, ҫынсен кăмăлне уҫса ярассишĕн ырми-канми тăрăшатăр. Театр ҫулталăкĕ вĕҫленмессине шанатпăр. Ӳлĕмрен те пултаруллă театр ăстисем халăха хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарса пырасса пĕлсех тăратпăр. Малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма, ырми-канми ĕҫлеме вăй-хăват сунатăп», - тенĕ Иван Моторин.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев пухăннă ентешсене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, республика Правительстви пулăшнине кура, регионта культура ҫав тери чаплă аталанса пынине каланă. Театр ҫулталăкĕнче сахал мар ҫĕнĕ культура ҫурчĕ уҫнине, учрежденисен пурлăхпа техника бази тĕпрен ҫĕнелсе пынине хыпарланă министр уява пухăннă хăнасене. «Культура» наци проекчĕ хăватлăн пурнăҫа кĕрсе пырать тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Театр ăстисене ытти официаллă хăнасем те ăшшăн саламланă, малашне те халăха савăнтарма ытларах та ытларах ҫĕнĕ сюжетсем калăплама, спектакльсем хайлама чĕнсе каланă.     

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.   

Фоторепортаж 

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Енре Театр ҫулталăкне савăнăҫлă ларура пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă чаплă уяв каҫне хутшăннă