«Халăх шкулĕ» журнал редакцийĕ тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ирттернĕ «Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ паллă

15.01.2020 10:33 | просмотров: 1075
«Халăх шкулĕ» журнал редакцийĕ тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ ирттернĕ «Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ паллă

2019-мĕш çул пуçламăшĕнче «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал редакцийĕ тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнĕ ятпа педагогсем хушшинче конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Икĕ номинаци палăртнă: «Пар, Çеçпĕл, хăв акапуçне» – сăвă çыракансем валли, «Кăмăллă çĕр-шывăн кăмăллă чĕлхиçĕм…» – эссе хайлас текенсем валли.

Конкурса 17 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Чылайăшĕ хăйĕн хайлавĕсене юлашки самантра, ĕçсене йышăнмалли срок тухас умĕн ярса пачĕ. (Темшĕн-çке эпир яланах кая юлса вăранатпăр?) Çавна пула конкурсантсем ярса панă чылай сăвă-эссе журналăн çитес номерĕнче çеç кун çути курĕç. Çĕнтерӳçĕсене тата призерсене вара халех палăртас терĕмĕр. Вĕсен ячĕсене асăниччен пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварас килет: литература тупăшăвне ярса панă ĕçсен шайĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем поэзи анине сухаланă чух акапуçне çирĕп тытса пыраççĕ, тарăн та тӳрĕ касăсем тăваççĕ. Теприсем вара ăна анчахрах алла тытнă курăнать, кассисем унталла та кунталла. Эссе жанрĕ вара автортан çивĕч ыйтусене çĕкленĕ чух кăмăл-туйăма, шухăш-ĕмĕте уççăн палăртма ыйтать. Пурин те çак тĕллеве пурнăçлама май килмен. Апла пулин те, капла пулин те – чи пахи çакă: пирĕн вĕрентекенсем тăван чĕлхешĕн чунтан пăшăрханаççĕ, ăна упраса хăварас, малалла аталантарас тесе пĕтĕм вăйне параççĕ. Вĕсем чăваш чĕлхипе çыхăннă çивĕч ыйтусене, пурнăçăн тӳнтер енĕсене кураççĕ. Тата поэзи илемне ăша хывма тăрăшни, ун патне туртăнни савăнтарать. Апла пулсан Çеçпĕл Мишши чĕнсе каланă «хастарлă, хыт утăмлă» чăваш ачисем малашне те тупăнсах тăрĕç.

Конкурса хутшăннă пур вĕрентекене те редакци ячĕпе чĕререн тав тăватпăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр! Çеçпĕл ятне çӳлте тытар, вăл хывнă çулпа малалла хăюллăн утар.

Конкурс çĕнтерӳçисем тата призерĕсем

«Пар, Çеçпĕл, хăв акапуçне» номинаци:

         1-мĕш вырăн – Светлана Петровна НИКИТИНА, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен;

         2-мĕш вырăн – Галина Федоровна СТЕПАНОВА, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен;

         3-мĕш вырăн – Марта Михайловна ПАВЛОВА, Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.

«Кăмăллă çĕр-шывăн кăмăллă чĕлхиçĕм…» номинаци:

        1-мĕш вырăн – Елизавета Владимировна БОРЗОВА, Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта историвĕрентекен;

         2-мĕш вырăн – Татьяна Владимировна ИВАНОВА, Шупашкарти П.П. Хусанкай ячĕллĕ 49-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен;

         3-мĕш вырăн – Юлия Егоровна КУЗЬМИНА, Красноармейски районĕнчи Тракри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чӑваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.

         Мала тухнисене дипломсемпе чыслатпăр. Ыттисем сертификатсем тивĕçĕç. Дипломсемпе сертификатсене илме Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн 203-мĕш пÿлĕмне пымалла. Тел.: 8(8352) 58-58-76.

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: ЧРВИ: «Утатпăр Çеçпĕл çулĕпе» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ паллă