ФОКИН ПЁТР ПЕТРОВИЧ 70 ТУЛТАРМАЛЛАЧЧĔ

16.10.2017 15:44 | просмотров: 1944
ФОКИН ПЁТР ПЕТРОВИЧ 70 ТУЛТАРМАЛЛАЧЧĔ

Эс пурăннă пулсан...

Ăраскаллă пурнăçăмăрăн тÿпи - тĕрлĕрен. Пĕрне – ĕмĕр тăршшĕпех ăнать, теприне – куçа курăнман "темскер" самай нушалантарать. Вăйлах пур енĕпе те çирĕпленсе çитнĕ Петр Петрович Фокин чăваш интеллигенчĕшĕн, пурăннă чухне, çак илемлĕ те арпашуллă тĕнчен пăрланса ларнă чун кисревĕ нихăçан та пулман. Пулнă пулсассăн та, ăна вăл Мускав шкулне пĕтернĕскер, пире систермен.

Иртнĕ кунсенче çеç-ха Вăрмарăн пултаруллă чăвашĕ çуралнăранпа 70 çул çитнине уявламаллаччĕ. Темиçе хутчен асăнса та, эпир пирĕнтен пит вăхăтсăр уйрăлса кайнă (пенси çулне тухсанах вăл: "эпĕ Раççейăн демографи лару-тăрăвне пĕртте пăсмарăм!" – тесе шÿтлесерех калатчĕ) ĕçтешĕмĕрĕн тĕпчевĕсемпе, вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăннă пурнăç саманчĕсене тивĕçлипе хаклаймарăмăр. Хамăрта яланах пирченсе пăтранакан вирлĕ сăмахăмăрсене темшĕн тытаймарăмăр.

Эппин, 70 çул çитнине ЭПИР ПУРТЕ палăртма тивĕçлĕ таса чăваш пирки яланхи пекех виçĕ çавра çырма таçтан шалтан темскер систерет. Пĕр сăмахпа каласан, П.П. Фокин тĕпчевçĕ ячĕ ăс-хакăл литературинче пулниех çак тĕнчере чăвашсем пуррине те тепĕр хут аса илтерет, унăн ырă ятне тăсакансем пуррине çирĕплетет. Тен, тепĕртакран, хамăр хушăмăртанах, ăна халалласа ятарлă пысăк тĕпчев çыракан та тупăнĕ-ха. Институт картлашкисемпе утнă чухне, ыттисемпе пĕрлех, Пётр Петрович Фокинăн та ырă сăнарĕ сăн-питĕмĕрсенче ахальтен мар пулĕ таса шевле выляттарса, асамлăн малашлăха утма хистет. Çакнашкал ĕмĕт çăлтăрне пирĕн хамăрăн алсенчен ярас марччĕ. Вăл тăтăшах вĕрентсе каланисем вара кун-çулăн тунсăхĕсене аякра тăратса хăварма пулĕшĕччĕç, тĕпчев çулне иленекен çамрăксене çул уçма майсем туса парĕччĕç!

Л. Атлай

 

Сăн ÿкерчĕкре - Институтри чĕлхе пайĕнче – 14.03.2007.