Олег Николаев "Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве 75 ҫул" пӗрремӗш асӑну медалӗпе Агриппина Алексеевна Яновича чысланă

04.02.2020 15:07 | просмотров: 1022
Олег Николаев "Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве 75 ҫул" пӗрремӗш асӑну медалӗпе Агриппина Алексеевна Яновича чысланă

Нарăс уйăхĕн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Агриппина Алексеевна Янович патне ҫитсе килнĕ. Вӑл Шупашкарта пурӑнать, Олег Николаев ветерана "Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӗве 75 ҫул" асӑнмалӑх медаль панӑ май ӑна ӑшшӑн саламланă, ырлӑх-сывлӑх суннă, унӑн иксӗлми хастарлӑхӗпе мӑнаҫланнине палӑртнă.

"2020 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Асӑнупа Мухтав ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ, ӑна чысласа юбилей медалӗ кӑларнӑ. Чӑваш Енре ҫав наградӑна 10 пине яхӑн ҫын илӗҫ. Ҫак медале сире пама маншӑн питӗ пысӑк чыс", - тенĕ Олег Николаев.

"Мана манманшӑн тавтапуҫ. Эпӗ пӗчӗк ҫын, салтак ҫеҫ пулнă, мана та ҫакăн пек наградӑна илме питӗ кӑмӑллӑ", - тенĕ Агриппина Алексеевна.

Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Александр Колесников тата  Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев ветерана ăшшăн  саламланă.

Агриппина Алексеевна Янович Элӗк районӗнчи Тури Тумӑш ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫурални ҫинчен каласа панă.  Хӗрлӗ Ҫар ретне ӑна 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче чӗнсе илнӗ. Гварди стрелокӗсен 18-мӗш дивизийӗн йы­шӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пысӑк ҫапӑҫӑвӗсене – Курск пӗккинчи, Кенигсберга ирӗке кӑларнӑ чухнехи ҫапӑҫусене тата ытти ҫар операцийӗсенче хутшӑннӑ. Демобилизациленӗ хыҫҫӑн педагогика училищине вӗренсе тухнӑ, тӑван районӗнчи пуҫламӑш классен вӗрентекенӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Элӗк ял совет ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче вӑй хунӑ.

Унӑн наградисем – Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ, "Кенигсберга илнӗшӗн", "Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" медальсем тата ытти те.

Ҫу уйăхĕн 11-мӗшӗнче фронтовик 95 ҫул тултарать. Вӑл хальхи пурнӑҫпа тан утать, тӑван республикӑри пулӑмсемпе хастарлӑн интересленет.  Лайӑх хатӗрлет, шкул ачисемпе студентсемпе тӗл пулать, ҫулла дачӑна ҫӳрет, картишӗнче чечексем ӳстерет.

"Эпӗ питӗ лайӑх пурӑнатӑп, паркра уҫӑлса ҫӳретӗп. Ӑна нумаях пулмасть йӗркелерӗмӗр, питӗ лайӑх ӗҫ пулчӗ! Унта ачасем конькипе ярӑнаҫҫӗ, эпӗ те коньки ҫине тӑма ӗмӗтленетӗп", - терӗ хӑйӗн хӑнисене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.

 Фоторепортаж

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ