Ăслăлăха халалланă пурнăç. Çак ятпа уçăлчĕ Алексей Трофимов академик 85 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ Шупашкарти чăваш тĕрри музейĕнчи курав

13.02.2020 11:40 | просмотров: 98
Ăслăлăха халалланă пурнăç. Çак ятпа уçăлчĕ Алексей Трофимов академик 85 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ Шупашкарти чăваш тĕрри музейĕнчи курав

"Ăслăлăха халалланă пурнăç". Çак ятпа уçăлчĕ Алексей Трофимов академик 85 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ Шупашкарти чăваш тĕрри музейĕнчи курав.

Юбиляра самаламлама, унăн ÿнер искусствинчи ĕçĕсемпе паллашма ĕçтешĕсем, ÿнерпе культурăра тăрăшакансем, ăна чунтан хисеплекен юлташĕсем тата студентсемпе вĕренекенсем пуçтарăнчĕç.

Конгресăн президиумĕн пайташне, хисеплĕрен те хисеплĕ ăсчаха Алексей Александровича чыслама Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Ĕç тăвакан комитет председателĕ Анатолий Ухтияров тата культура комитечĕн пайташĕсем çитрĕç. Куравра академикăн ĕçĕсемпе, документсемпе сăнÿкерчĕксемпе, вăл пурнăçра усă куракан япаласемпе паллашрĕç.

Аса илтеретпĕр, Алексей Трофимов - 18 монографи, 200 ытла наука кĕнеки, ÿнер искусствипе çыхăннă нумай тĕпчев кĕнекисемпе альбомсен авторĕ. Унсăр пуçне чăвашсен хастар ывăлĕ палăксемпе бюстсен проекчĕсен авторĕ те.

Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова мероприятие уçса ертсе пынă май, академикăн ĕçĕсен ÿнер тĕпчевĕнчи вышкайсăр хакне палăртрĕ.

Культура министрĕн çумĕ Елена Чернова Алексей Александровичăн ĕçĕсен тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне аса илтерчĕ, унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне уçăмлатрĕ.

Академик Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче нумай çул вăй хунă. Ăна саламлама ку институтăн директорĕ Петр Степанович Краснов хапăл пулчĕ. Ăсчах Раççей регионĕсенче пурăнакан йăхташсем патĕнче ирттернĕ тĕрлĕ наука экспедицийĕсене нумай хутшăнни, унти чăвашсен пурнăçне, йăли-йĕркине, пурнăçра усă куракан япалисене, ÿнер ĕçĕсене тĕпчесе культурăна, наукăна пуянлатни пирки каласа пачĕ.

Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова хăйĕн ентешĕпе (вĕсем иккĕшĕ те Тутарстанра çуралса ÿснĕ) нумай çулхи туслăх, тăван халăхшăн пĕрле тунă ĕçсем çыхăнтарса тăраççĕ. Вĕсем тăрăшнипех Тутарсан чăвашĕсем çинчен паха альманах кун çути курнă. Çак ĕçе тума темиçе хут унти тĕрлĕ вырăнсене экспедицисем йĕркеленĕ, паха материал пухнă. Вĕсем пĕрле тăрăшса мухтавлă ентешĕсен ячĕпе палăксем лартас пархатарлă ĕçе пуçăннă. Аксу районĕнче - Полоруссов-Шелепи, Çĕпрел районĕнче - Асăну комплексĕсем, икĕ хут Социализмла ĕç Геройĕ Петр Дементьев тата ыттисен ячĕпе те палăксем уçнă. Николай Федорович хăйĕн аслă юлташне ăшшăн ыталаса çавра çулпа саламларĕ, чунтан ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Паллă академика Михаил Кондратьев, Геннадий Козлов искусствоведсем, Анатолий Данилов тата Анатолий Рыбкин художниксем, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ытти пултаруллă çынсем саламларĕç, унăн мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсене палăртрĕç.

Май пулнипе усă курса ЧНК культура комитечĕн хастарĕсем те чăваш халăхĕн маттур ывăлне тав туса ырă сăмахсем каларĕç, сывлăхне упрама, нумай çул пурăнма сунчĕç. 
 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева. (автор сăнÿкерчĕкĕсем)

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш наци конгресĕ