ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ: Чǎваш хĕрарǎмĕ хисепе, ят-сума тивĕç

04.03.2020 10:19 | просмотров: 1131
ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитечĕ: Чǎваш хĕрарǎмĕ хисепе, ят-сума тивĕç

ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем тǎван халǎхǎмǎрǎн пуян историйĕпе йǎли-йĕркине, культурине тĕпчесе халǎх патне çитерессипе ырми-канми тимлеççĕ. Комитетра пуçаруллǎ та çаврǎнǎçуллǎ, чǎваш хĕрарǎмĕн ятне çӳлте тытакансем, общество ĕçне чун-чĕререн парǎннǎ çынсем вǎй хураççĕ. Пĕр- пĕрне ǎнланса ĕçленĕрен, палǎртнǎ тĕллевсене те ǎнǎçлǎ пурнǎçлаççĕ. 2020 çула палǎртнǎ плансем те пысǎк. Вĕсенчен пĕри - «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс-фестиваль ирттересси. Эпир çак конкурса Тăван çĕршывăн Аслă вǎрçи чаплǎ Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине тата Чǎваш автономине туса хунǎранпа 100 çул çитнине халаллатпǎр. Çак уявсен пĕлтерĕшĕ пирки калама кирлех-ши? Çапах та хаяр вǎрçǎ суранĕсем Тǎван çĕршыври кашни çын, кашни çемье пурнǎçĕнче тарǎн йĕр хǎварнине палǎртмаллах. Çитменнине, конкурсǎн тĕп тĕллевĕ - Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарǎмсен кунне тивĕçлĕ шайра кĕтсе илесси. Ку уява ООН Генераллă Ассамблеи 2008 çулхи нарǎсǎн 12 мĕшĕнче ятарлǎ Резолюцийĕпе паллă тума йышăннă. Ǎна çулсерен юпа (октябрь) уйăхĕн 15-мĕшĕнче уявлаççĕ. Тĕнчере пурǎнакансенчен чĕрĕк ытла çынни ял хĕрарǎмĕ шутланать. Шǎпах ял хĕрарǎмĕ пурнǎç аталанǎвне витĕм кÿрекен тĕп вǎйсенчен пĕри шутланать те. Ялти чǎваш хĕрарǎмĕ – Чǎваш çĕршывĕн çирĕплĕхĕ тата тĕрекĕ. Ун хастарлǎхĕ, ĕçченлĕхĕ, сǎпайлǎхĕ, йывǎрлǎхсене çĕнтерсе малалла ǎнтǎлма мехел çитерни, çемье вучахĕн ǎшшине упрани - ламран-лама куçса пыракан ырǎ йǎла. Паян та ялти чǎваш хĕрарǎмĕн аллинче хĕрĕх ытла тĕрлĕ ĕç вылять. Çакна эпир конкурса хутшǎнакансем урлǎ кǎтартса пама тǎрǎшатпǎр.«Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе иртнĕ çул Чǎваш наци конгресĕ пĕрремĕш хут регионсен хушшинче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурс-фестиваль йĕркелесе ирттернĕччĕ. Палǎртмалла, конкурс çӳллĕ шайра иртрĕ. Çакна конкурса хутшǎнакансемпе куракансем те палǎртрĕç. Ахальтен мар, Чǎваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Федорович Угаслов çак конкурса çулсерен ирттерме сĕнчĕ. Эпир регионсен шайĕнче иртекен конкурса кǎçал икĕ тапхǎрпа ирттерме йышǎнтǎмǎр. Чи малтанах, Чǎваш енри районсене виçĕ зонǎна пайларǎмǎр. Çитес вăхăтрах, пуш уйǎхĕн 7-мĕшĕнче, Трак енче çичĕ районти пултаруллǎ та маттур ял хĕрарǎмĕсем «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурса хутшǎнаççĕ, пуш уйǎхĕн 26-мĕшĕнче Каçал тǎрǎхне те кÿршĕллĕ районсенчи çаврǎнǎçуллǎ та хастар хĕрарǎмсем, Сĕнтĕрвǎррине - ака уйǎхĕн 4-мĕшĕнче тупǎшǎва хутшǎнма çитеççĕ. Республика тулашĕнче пурǎнакансене те, регионсенче конкурсǎн пĕрремĕш тапхǎрне ирттерме сĕнтĕмĕр. Ǎна пуш уйǎхĕнчен пуçласа авǎн уйǎхĕччен ирттерме тǎрǎшмалла. Аслǎ Çĕнтерÿ 75 çул тултарнǎ май, конкурса хутшǎнакансен пултаруллǎх конкурсĕнче çак темǎ тĕп вырǎнта пулмалла. Конкурсǎн пĕтĕмлетÿ тапхǎрне юпа уйǎхĕн 16- мĕшĕнче Шупашкарта, Çеçпĕл Мишши ячĕлле Чǎваш патшалǎх çамрǎксен театрĕнче ирттерме палǎртрǎмǎр. Чǎваш наци конгресĕ кашни районпа хулана тата республика тулашĕнчи чăвашсен организацийĕсене те конкурса ирттерме йышǎннǎ йĕркене (Положение о межрегиональном конкурсе «Восславим женщину родную») кǎрлач уйǎхĕнчех ярса пачĕ. Апла пулсан, пултаруллǎ та маттур ялти чǎваш хĕрарǎмĕсене эпир конкурса йыхравлатпǎр. Сирĕн пултаруллǎхǎрпа хастарлǎхǎра, çемье ǎшшине упрама вǎй-хǎват çитернине, чǎваш хĕрарǎмĕн ят-сумне çӳлте тытма пултарнине ыттисем те курса хавхаланччǎр, хĕрарǎмǎн паянхи саманари пĕлтерĕшлĕ вырǎнне тупса малла ǎнтǎлма хевте çитерччĕр.

Юлия Мареева, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет ертӳçи.

 

Тĕплĕнрех >>>