Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Вера Кузьминапа тӗл пулнă

10.03.2020 10:48 | просмотров: 1074
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Вера Кузьминапа тӗл пулнă

Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев СССР халӑх артисчӗпе, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш  патшалăх академи драма театрӗн артисткипе Вера Кузьминапа тӗл пулнă.

Тӗлпулу Вера Кузьминан тӑван театрӗнче иртнĕ. Вăл унта 70 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра вӑл вырӑс тата ют ҫӗршыв классикин тӗрлӗ пьесисенче, чӑваш авторӗсен спектакльĕсенче сахал мар вылянă. Нумай ҫул хушши Вера Кузьмина Чӑваш Енре чунтан парӑнса ӗҫлет, чӑваш театрӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн кӗрешет, ҫамрӑксемшĕн ăсчах вӗрентӳҫӗ пулса тӑрать, куракансене иксӗлми ытарлӑхпа тата актер ӑсталӑхӗпе парӑнтарать. Вӑл пирӗн искусствӑн чӑн-чӑн ылтӑн коллекцине туса хунӑ.

Унӑн пултарулӑхӗнче амӑшӗн сӑнарӗсем уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Актриса хӑй те чӑн – чӑн чӑваш хӗрарӑмӗн символӗ, ырӑ тĕслĕх пулса тăнă.

Актриса, кӑҫал 97 ҫул тултарнӑскер, унчченхи пекех Чӑваш драма театрӗн спектакльӗсенче вылять. Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вера Кузьмина А.Тарасов "Туя туй пек тăвар-и?" комедийӗнче вылянă. Шӑп ҫак спектаклье Олег Николаевпа мӑшӑрӗ Наталья Алексеевна ытти куракансемпе пӗрле пӑхса савăннă.

Вера Кузьминична юратнӑ профессинчен калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ илет. Вӑл хӑйӗн пултарулӑх ӗҫ-хӗлне малалла та тӑсма шут тытнӑ.

Олег Николаев Чӑваш драма театрӗн актрисине Пӗтӗм Тӗнчери хӗрарӑм кунӗ ячӗпе саламланă телей, ҫирӗп сывлӑх суннă.

Палӑртса хӑваратпӑр, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине" палăртакан медальпе наградӑласси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Асăну паллине пуҫласа Чӑваш драма театрӗн илемлӗ сӑмах ӑстине, легендарлӑ актрисине Вера Кузьминана парса чысланă.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш автономи облаҫĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫултнине палăртакан асăну паллине ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакансене, халӑха ӑс-хакӑлпа патриотла воспитани парас тата ытти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн парӗҫ.

Фоторепортаж

Кӗскен: 

Вера Кузьмина 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.
1947 çулта А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав патшалăх театр искусствин институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çултанпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вылять. СССР халăх артистки нумай ордена тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, 1999 çулта – «Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» IV степеньлĕ ордена, 2008 çулта – «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена… Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсене, медальсене асăнса пĕтереймĕн. 1973 çулта унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекинче çырса хунă. 2003 çулта Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ят панă. 2018 çулта «Ылтăн маска» Раççей театрĕн наци премине тивĕçнĕ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ