Коротаева Лариса. ШКУЛ АЧИСЕН ĔÇĔСЕНЧЕ ЙĂНĂШСЕМ НУМАЙРАХ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 18.

18.03.2020 10:00 | просмотров: 1186
Коротаева Лариса. ШКУЛ АЧИСЕН ĔÇĔСЕНЧЕ ЙĂНĂШСЕМ НУМАЙРАХ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 18.

Çтерлĕ хулинче иккĕмĕш хут чăвашла диктант çыртăмăр. Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче пĕр кунтах «Янăравлă чĕрĕ сăмах» сăвă вулакансен конкурсĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕсен пĕлĕвне ÿстермелли курс тата диктант çырасси иртрĕ.

Диктанта зачет урок ирттерсе Пелепейĕнчи чăваш гимназийĕн чăваш чĕлхипе литратурине вĕрентекен П.Г. Кирилова вуларĕ. Ăна 53 çын çырчĕ. Ÿсĕм енчен пăхсан, чи асли 55, чи кĕçĕнни 11 çулта. 25 çын «5», 17 – «4», 5 – «3» , 2 – «2» паллăлăх çырчĕç. Мероприяти пурне те хавхалантарчĕ. Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕн директорĕ С.А. Вальщиков чăваш пулнишĕн, чăвашла диктант çырма тÿр килнĕшĕн, чăвашла калаçма-юрлама май пурришĕн савăнса калаçрĕ, пурне те тăван чĕлхерен вăтанмасса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма ыйтрĕ. Авăркас районĕнчи Пишкайăн шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.В. Савельева чăваш чĕлхине хисеплеме, юратма ыйтрĕ. Пирĕн шутпа, республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе канашланă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать: диктанта ытларах аслă ÿсĕмри çынсем, вĕрентекенсем çырнă. Паллах, вĕсен ĕçĕсенче йăнăшсем сахалрах, тĕрĕслеме те кăмăллă. Шкул ачисен ĕçĕсенче вара йăнăшсем нумайрах тĕл пулаççĕ. Çакă чăваш чĕлхипе литература урокĕсем сахал пулнинчен, чăвашла хаçат-журнал, кĕнеке вуламаннинчен, калаçманнинчен килет. Хаçатра та, социаллă сетьре те лайăх паллăпа вĕренекенсене палăртса хăвартăмăр.

Лариса КОРОТАЕВА, филологи наукисен кандидачĕ.

 

Источник: Коротаева Лариса. ШКУЛ АЧИСЕН ĔÇĔСЕНЧЕ ЙĂНĂШСЕМ НУМАЙРАХ // Урал сасси. 2020. Пуш уйăхĕ, 18.