Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттернĕ «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

23.03.2020 09:10 | просмотров: 1164
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ирттернĕ «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

2020-мĕш çулхи «Чăвашла уяв янратăр!» сценарисен конкурсĕ иртрĕ.

Конкурса тĕрлĕ вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекен педагогсем хутшăнчĕç. Жюри пурĕ 163 ĕç пăхса тухрĕ. Вĕсенчен  «Ача ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн сценарийĕ» номинацире – 9 ĕç, «Класс сехечĕн сценарийĕ» – 17 ĕç, «Спорт мероприятийĕн сценарийĕ» – 7 ĕç, «Уроксем хыççăнхи мероприятин сценарийĕ» – 38 ĕç, «Уяв сценарийĕ» – 92 ĕç пулчĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене тимлĕн вуласа тухнă хыççăн жюри 58 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.

Сценарисем тематика пуянлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Ку енчен уйрăмах ача сачĕсен воспитателĕсене ырламалла. Чылай сценари Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулĕпе çыхăннă. Сценари тума проза материалĕпе те, поэзипе те усă курнă. Илемлĕ литература тексчĕсенчен пьесăсем тăвакансем пур. Чылай сценарие юрă-ташă пуянлатать.

Чи лайăх ĕçсене пуçтарса сценарисен пуххи кăларма палăртнă.

Конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатсене тата çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене мартăн 26-мĕшĕ тĕлне заявкăра кăтартнă адреспа (электрон формăпа) ярса паратпăр.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, яланах хастар пулма сунатпăр. 

Çыхăну адресĕ

Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ)

Телефон 8-8352-459996

E-mail: chrio6@cap.ru .

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

Прикрепленные файлы

Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем 291.32 Kb | загрузили: 601