Вĕренÿ институчĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерет

26.05.2020 18:27 | просмотров: 1203
Вĕренÿ институчĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерет

2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерет.

Конференци онлайн формăпа ZOOM хушăм урлă иртет, 14.00 сехетре пуçланать.

Конференцире калаçас кăмăллисен хăйсен хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, ĕç вырăнне палăртса доклад темине annaerenar@mail.ru адреспа ярса памалла.

Ыйтса пĕлмелли телефон – 8(8352) 58-47-19 (Анна Семеновна).

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

 

Ÿкерчĕке Ÿнер музейĕн сайтĕнчен илнĕ:

http://www.artmuseum.ru/museumexpo/a1f8dd8f-ea01-4371-94ab-bb59e0899330?page=30

автор:  Карачарсков Николай Прокофьевич. 14.02.1935
модель:  Иванов Константин Васильевич (15.05.1890—13.03.1915)
ЧГХМ КП—12215. Последняя строка. К.В.Иванов. 1990 г. Бумага, пастель. 70 х 100