Вĕренÿ институчĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерчĕ

28.05.2020 12:41 | просмотров: 804
Вĕренÿ институчĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерчĕ

2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа «Константин Иванов тата шкул вĕренĕвĕ» конференци ирттерчĕ.

ZOOM хушăм урлă йӗркеленĕ ĕçлĕ калаçăва Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 70 çын хутшăнчĕ.

Конференцие Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев уçрĕ, вăл К.В. Ивановăн вилĕмсĕр ятне-сумне палăртрĕ, поэтăмăр çырнă «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен..» йĕркисем çинче чарăнса тăчĕ.

К. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина Литература музейĕ К. Иванов эткерне шкул вĕренĕвĕнче усă курма сĕнекен майсемпе мелсем çинчен каласа пачĕ, вĕренекенсемпе Литература музейĕ хушшинчи çыхăнăва вăйлатма сĕнчĕ.

Чĕмпĕр хулин 57-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Владимир Грузин К. Ивановăн «Нарспи» поэмине хăйсен шкулĕнче мĕнле вĕрентни çинчен, аслă поэтăмăр юбилейне Чĕмпĕр облаçĕнче епле уявлани пирки каласа кăтартрĕ.

Ирина Диарова, Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн вĕpeнтекенĕ, К. Иванов пултарулăхне хула шкулĕн 3-мĕш класĕнче вĕрентессин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ.

Шупашкар районěн Атайкасси шкулӗн вӗрентекенӗ Светлана Ефимова «К. Иванов пултарулăхĕнчи халăх сăмахлăхĕн вырăнĕ» темăпа калаçрĕ.

Любовь Севрикова, Елена Иванова тата Алевтина Такина, Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мӗш лицейĕн вӗрентекенӗсем, «Нарспи» поэмăна вырăс шкулĕнче вĕрентессин, К.В. Иванов пултарулăхĕпе урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерессин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕç.

Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн вĕpeнтекенĕ Александр Степанов К. Иванов пултарулăхне Wordwall (сăмах лаççи) интерактивлă мелпе вĕрентни çинчен пĕлтерчĕ.

К. Иванов пултарулăхĕ шкул программинче мĕнле вырăн йышăнни çинченЧăваш Республикин вĕренӱ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин доценчĕ Надежда Иванова каласа пачĕ.

Ольга Салюкова, Тутар Республикин Элкел районĕн Кивĕ Матак шкулĕн вĕpeнтекенĕ, «Нарспи» поэмăра çут çанталăк сăнарĕ мĕнле вырăн йышăннине уçса пачĕ.

Тутар Республикин Çĕпрел районĕн Чăваш Çĕпрел шкулĕн вĕpeнтекенĕ Валентина Петрова «Нарспи» поэмăн куçарăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Куçарусем çинчен хускатнă калаçăва Пушкăрт Республикин Пелепей хулин Чăваш гимназийĕнче вăй хуракан Полина Кирилловăпа Вера Алексеева малалла тăсрĕç, Пушкăртстанра поэтăмăр юбилейне мĕнле уявлани çинчен каласа пачĕç.

Поэтăмăрăн вилĕмсĕр ĕçне-хĕлне палăртса этнокультура вĕренĕвĕн кафедрин ертÿçи Анна Егорова конференци ĕçне пĕтĕмлетрĕ, малашнехи ĕçсене палăртрĕ.

Конференци пуриншĕн те усăллă тата тухăçлă иртрĕ.

 

Хыпара çакăнтан илнĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ