Чăвашсен чаплă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

28.05.2020 18:26 | просмотров: 1282
Чăвашсен чаплă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ

2020 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче институтра чăвашсен чаплă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ.

Калаçăва филологи енĕн литература пĕлĕвĕпе фольклористика секцийĕн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Виталий Григорьевич Родионов «Нарспи» поэмăна та, поэт пултарулăхне пĕтĕмĕшле те, пĕрлĕхлĕ (комплекслă) тĕпчеме вăхăт çитнине палăртрĕ. Паянхи кун мул проблеми, сăмахран, обществăра питĕ пысăк вырăн йышăнать. К. Иванов ĕмĕр каяллах ăнланса илнĕ çак ыйтăва. Халь шăпах «Нарспи» вăхăчĕ çитсе пынă.

Ирина Юрьевна Кириллова «Нарспи» поэмăри драматурги элеменчĕсене тата ун тăрăх лартнă инсценировкăсене тишкерчĕ. Алексей Петрович Леонтьев 1920-мĕш çулсенче поэт пултарулăхне еплерех йышăнни çинче чарăнса тăчĕ. Малтанхи хаклавçăсенчен пĕри Н. Ют (Золотов) пулнă, вăл «К.В. Ивановпа унăн ˮНарспийĕˮ» статьяра хăй вăхăчĕшĕн чылай кăсăклă шухăш каланă. Вера Витальевна Никифорова К. Иванов пултарулăхĕнче татах та пьесăсем пулнине аса илтерчĕ. Шел пулин те, çак эткертен «Шуйттан чури» трагеди çеç сыхланса юлнă. Галина Геннадьевна Ильина текста çĕнĕрен вуланă чух вулакан умне паян мĕнлерех шухăшсем, ыйтусем тухса тăни çинче чарăнса тăчĕ. Татьяна Ивановна Семёнова Нарспи характерне тимлĕх уйăрчĕ.

Çавра сĕтеле хутшăнакансем пурте К. Иванов пултарулăхĕ чăваш культуринчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулăм тени кивелменнине палăртрĕç. Вăл паянхи кун та вулакана хумхантарма пăрахмасть. Поэмăна хальхи куçпа вулани («Нарспи» мюзикл тата ыт. проектсем) çамрăксене тăван литературăна хаклама вĕрентет. Çак вилĕмсĕр хайлав пурнăçри чылай кăткăс ыйту çине хурав тупма пулăшать.

Фотографии