Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисем ҫĕртме тата ҫурла уйăхĕсенче иртеҫҫĕ

02.06.2020 16:59 | просмотров: 1026
Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисем ҫĕртме тата ҫурла уйăхĕсенче иртеҫҫĕ

Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисем ҫĕртме тата ҫурла уйăхĕсенче иртеҫҫĕ.

Кун ҫинчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен канашлура пӗлтӗмӗр.

Июнь уйӑхӗнче Чӑваш автономийӗн юбилейӗн мероприятийӗсем халӑха йышлӑн явӑҫтармасӑр маларах палӑртнӑ форматпа иртӗҫ.

Июнӗн 23-мӗшӗнче уяв ячӗпе темиҫе ҫӗнӗ производство уҫӗҫ.

Июнӗн 24-мӗшӗнче - Республика кунӗнче - Экономикăн аслӑ канашӗн ларӑвӗ иртет, унта регионăн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн программине ҫитес пилӗк ҫул валли пăхса тухĕҫ.

Июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ тӳреме уҫĕҫ, Хӗрлӗ Чутайра вара Ҫӗнтерӳ тӳремне тата ҫуран ҫӳремелли аллейӑна ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫма тĕллев лартнă. Пӗтӗм пулӑма Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗн эфирӗнче халăха кăтартса пырĕҫ.

Июнӗн 24-мӗшӗнче Наци музейӗнче "Ылтӑн ӗмӗр" наци тумтирĕн куравне уҫма палӑртнӑ. Коллекцие мода историкĕ Александр Васильев илсе килет. Курав темиҫе уйӑх ӗҫлет.

Июнь уйӑхӗнче палӑртнӑ чылай мероприяти онлайн-йӗркипе иртет: флешмобсем, фотоакцисем, конкурссем.

Август уйӑхӗнче вара культура пулӑмӗсенчен ытларахӑшне хӑнӑхнӑ форматпа ирттерӗҫ.

"Тӗп уяв мероприятийӗсене эпир Чӑваш Ен тӗп хулин кунӗпе пӗрлештерме, вӗсене ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш эрнинче ирттерме сӗнетпӗр. Эпир  ҫирĕп чарусен виҫҫӗмӗш тапхӑрĕнчен тухнине унччен пĕтĕмлетӳ тӑватпӑр ӗнтӗ, ҫавна май августӑн виҫҫӗмӗш эрнинче мероприятисене мӗнлерех майпа ирттересси те уҫӑмланĕ", - ӑнлантарнă вице-премьер Алла Салаева.

Августӑн 13-мӗшӗнче уҫӑ пӗлӗт айӗнче театр уявне ирттерме палӑртнӑ, "Нарспи" мюзикл пулать.

Августӑн 14-15-мӗшӗсенче Атӑл хӗрринче классикӑлла музыка ("Классика ҫыранӗ" фестивалӗ) янӑраса тӑрӗ.

Августӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пултарулӑх бульварĕнче "Тăван Атăл" фестиваль уҫӑлӗ,  пултарулăх ӑстаҫисен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртӗ.

Августӑн 16-мӗшӗнче каҫхине ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ тӳремре театрализациленӗ кӑтарту, эстрада ҫӑлтӑрӗсен концертне, ҫутӑ тата лазер шоу, Пӗтӗм тӗнчери фейерверксен "Асамат"фестивалӗн  гала-концертне ирттерме палӑртса хунӑ.

 Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль августӑн 19-25-мӗшӗсенче пулса иртет.

Чăваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă мероприятисем ҫĕртме – ҫурла уйăхĕсенче иртеҫҫĕ.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ