Туманов Илья. Пӗтӗм чӑвашсен наци кухнин "Тараватлӑ Чӑваш Ен"фестивалӗ онлайн-форматра иртет // Сувар. - 2020. - Çурла/август, 12.

Августӑн 10-13 тата 15-мӗшӗнче интернетпа тӳрӗ трансляци кӑтартӗҫ Кулинари фестивалӗн формачӗ хутшӑнакансемшӗн те, жюришӗн те, куракансемшӗн те ҫӗнӗ. Чӑваш халӑх апат-ҫимӗҫне еплерех хатӗрленине тӳрӗ эфирта кирек кам та кураять. 1-мӗш тапхӑрта, августӑн 10-13-мӗшӗсенче, фестивале хутшӑнакансем чӑваш халӑх апатне хатӗрлессипе мастер-классем кӑтартаҫҫӗ. 2-мӗш тапхӑрта, августӑн 15-мӗшӗнче, командӑсем жюри умне наци апат-ҫимӗҫӗллӗ сӗтел хатӗрлесе тухаҫҫӗ. Ҫак тапхӑр ТВ-шоу формачӗпе иртет. Каярах рецептсене пуххине те кӑларма палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем – Чӑваш Енри апатлантару предприятийӗсемпе паллӑ заведенисем, вӗсем наци апатне хӑйсем курнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Августӑн 10-13 тата 15-мӗшӗнче интернетпа тӳрӗ трансляци кӑтартӗҫ. Августӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци телевиденийӗпе пӗтӗмлетӳ программи пулать. Унсӑр пуҫне "Тараватлӑ Чӑваш Ен" ҫынсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗн рецепчӗсен кӗнекине хатӗрлеме хутшӑнма сӗнет. Енчен те сирӗн ҫемйӗрте чӑваш апачӗ хатӗрлес йӑла пур-тӑк, эсир ун ҫинчен ҫырса пӗлтерме пултаратӑр. Жюри фестивалӗн шучӗпе чи лайӑх рецептсене сборникра пичетлесе кӑлараҫҫӗ, авторсене асӑнмалӑх парнесем параҫҫӗ. Трансляцисем гостеприимнаячувашиякухня.рф сайтра пулаҫҫӗ.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ptm-chvashsen-natsi-kukhnin-taravatl-chvash-enfestival-onlayn-formatra-irtet
