Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев "Тараватлӑ Чӑваш Ен" наци кухнин фестивалӗн ҫĕнтерӳҫисене саламланă

17.08.2020 09:46 | просмотров: 975
Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев "Тараватлӑ Чӑваш Ен" наци кухнин фестивалӗн ҫĕнтерӳҫисене саламланă

Ҫурла уйăхĕн 15-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ "Тараватлă  Чăваш Ен" регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнĕ. Ҫĕршывра кăшăл вирус инфекцийӗ алхаснине кура,  ку хутĕнче те мероприятине видео ҫыхăну (онлайн-формат) мелĕпе йĕркеленĕ.

Мероприятие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хăйĕн мӑшӑрӗпе килсе ҫитнĕ. Уява хутшӑнакансемпе хӑнасене саламланӑ май, регион ертӳҫи фестиваль Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, мӗншӗн тесен вӑл наци кухнине аталантарма тата йӑла-йӗркене, культурăна сыхласа хӑварма пулӑшать тенĕ.

"Ӑмӑрту пултарулӑха анлăлатма тата мӗн те пулин ҫӗннине тума хавхалантарать. Кунта ытти регионти паллӑ ӑстаҫăсем пухăнаҫҫĕ, хăйсен паха ĕҫ опычĕпе паллаштараҫҫĕ. Вӗсем тутлă апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вĕрентеҫҫĕ", - тенӗ вӑл фестивале йӗркелекенсемпе хутшӑнакансене тав туса. Ҫак пысӑк проекта ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пурнӑҫланине те палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Фестивалӗн финалне 13 команда тухнă, пĕтĕмлетӳ хыҫҫăн чӑваш наци кухнин рецепчӗсен пуххине пичетлесе кӑларӗҫ.

Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ  экспертсем хакланӑ. Пĕтĕм тӗнчери шеф-поварсен ассоциацийӗн судйисем (WACS) кашни ăсталăха курса, хăйсен шухăшне палăртса, тивĕҫлисем пирки ырă сăмахсем каланă. Чӑваш Енре пурӑнакансене уяв ячӗпе - республика юбилейӗпе Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн Президенчӗ Виктор Беляев саламланă. Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш наци кухни (тĕпелĕ) паха апат-ҫимĕҫрен пуяннине курса ĕненнине асăнса хăварнă.

Мероприятире  Олег Николаев "Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул" медале Чӑваш Республикин кулинарсен Ассоциацийӗн председательне Николай Уезднăя парса чысланă.

Фестивале хутшӑнакансене ҫавӑн пекех РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Станислав Садальский, ҫавӑн пекех Украинăпа Раҫҫей композиторӗ тата юрӑҫ, Раҫҫей композиторӗсен Союзӗн членӗ Игорь Демарин саламланă.

Уявра Олег Николаевпа ытти хисеплӗ хӑнасем наци кухнин презентаци сӗтелӗсене пӑхса тухнă, шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнă.

 

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ

 

Информация на русском языке: Олег Николаев приветствовал финалистов фестиваля национальной кухни «Гостеприимная Чувашия»