ЧӲКӖН 16-МӖШӖНЧЕ ҪЕҪПӖЛ МИШШИ ҪУРАЛНӐ КУН

15.11.2017 14:00 | просмотров: 1864
ЧӲКӖН 16-МӖШӖНЧЕ ҪЕҪПӖЛ МИШШИ ҪУРАЛНӐ КУН

 

Ыран, чӳкӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак кун кашни ҫулах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал та пурне те Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечексем хума йыхравлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ — 9 сехетре.

Ыран чӗлхе пирки те сахал мар тухса калаҫакансем пулӗҫ.

Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн сумлӑ делегаци Канаш районне, паллӑ поэтӑмӑр ҫуралнӑ тӑрӑхне ҫул тытӗ.

Аçтахар Плотников

Хыпар çăлкуçĕ: Чăваш халăх сайчĕ