Петӗр Яккусен: «Пурнӑҫӑма сӑввӑмсемпе илемлетрӗм...» (Кульев О. калаçнă)  // Халăх шкулĕ. - 2020. - Утă-çурла. - № 4. - С. 25-30.

20.08.2020 15:11 | просмотров: 1103
Петӗр Яккусен: «Пурнӑҫӑма сӑввӑмсемпе илемлетрӗм...» (Кульев О. калаçнă)  // Халăх шкулĕ. - 2020. - Утă-çурла. - № 4. - С. 25-30.

Петӗр Яккусен: «Пурнӑҫӑма сӑввӑмсемпе илемлетрӗм...» (Кульев О. калаçнă)  // Халăх шкулĕ. - 2020. - Утă-çурла. - № 4. - С. 25-30.

Тӗлӗнмелле ҫын вӑл - поэт. Пирĕн хушӑрах пурӑнать, эпир ҫӳрекен ҫулсемпех утать, хамӑр чӗлхепех калаҫать, пирӗн пекех ӗҫе ҫӳрет, ачи-пӑчине ӳстерет... Ҫав вӑхӑтрах вӑл эпир курманнине курма, илтменнине илтме, туйманнине туйма пултарать. Ку ҫеҫ-и - ҫакна пӗтӗмпех хӑйне май ӑсласа, сӑнарласа йӗркен-йӗркен шурӑ хут ҫине кӑларать; вулакан патне ҫитерет. Мӗнре-ха ҫак феномен вӑрттӑнлӑхӗ? Хуравӗ паллӑ: чӑн-чӑн поэтӑн чунӗнче - тӗлӗнмелле илемлӗ те пуян тӗнче. Теприсем Тур пани вӑл теҫҫӗ. Кунпа тавлашмӑпӑр - унсӑр мар паллах. Анчах та ҫӳлтен панине аталантармалла-ҫке. Ҫакӑ вара пӗр вӗҫӗм туса пымалли ҫав тери кӑткӑс ӗҫ.

Акӑ Петӗр Яккусен сӑвӑҫах илер. Кашни чӑваш ачи пекех, вӑл пӗчӗк чух ҫурхи кунсене тӑм тӑвайккинче выляса кӗтсе илнӗ, ӳсерехпе уй варринче чунӗпе тасалнӑ, ҫирӗпленнӗ, ӗҫре пиҫӗхнӗ, ҫавра кӳлӗ хӗрринче шухӑша кайса пурнӑҫ тупсӑмне шыранӑ. Анчах вӑл ӑнланнӑ пек эпир юман чӗлхине тӗшмӗртейместпӗр, кӗмӗл кимӗпе те ярӑнаймастпӑр. Мӗн тӑвӑн, поэзин шерпетне тутанса пӑхас текенсем нумай - унӑн техӗмне пурте туймаҫҫӗ.

Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн юратнӑ сӑвӑҫ, хисеплӗ тӗпчевҫӗ Петр Яковлевич Яковлев 70 ҫул тултарать. Поэзие кӑмӑллакансем Красно­армейски районӗнчи Упаҫырминче ҫуралнӑ ӑста ҫыравҫӑн пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ.

Фотографии