Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн коллективĕ Петр Яковлев ăçчаха 70 çул тултарнă ятпа саламлать

26.08.2020 17:12 | просмотров: 1022
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн коллективĕ Петр Яковлев ăçчаха 70 çул тултарнă ятпа саламлать

САЛАМЛАТПĂР!!!

Хаклă çыннăмăр, хисеплĕ ĕçтешĕмĕр,

Чăваш Халăхĕн маттуртан та маттур,

пултаруллăран та пултаруллă ывăлĕ

ПЕТР ЯКОВЛЕВИЧ!

Сире 70 çул тултарнипе чун-чĕререн саламлатпăр, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿ тума, тĕрлĕ монографи-статья калăплама, тарăн шухăшлă сăвă-поэма хайлама иксĕлми вăй-хал сунатпăр!

Хамăрăн илемлĕ, илĕртÿллĕ, хитре, çепĕç, янăравлă, хÿхĕм, сăнарлă, асамлă… чĕлхемĕре пирĕн хыççăн Çут Тĕнчемĕре килекен ăрусемшĕн сыхласа хăварас тĕлĕшпе вышкайсăр пысăк ĕç тăватăр: унăн тĕлĕнмелле кăсăк та кăткăс сасă-фонема тытăмне тарăннăн тĕпчесе кĕнекĕр-статйăрсене çырса хăваратăр, Тĕн кĕнекисене ватти-вĕтти ăнланмалла та чăн чăвашла куçаратăр, вулакана сăнарлăхĕпе, философилĕхĕпе, сĕтеклĕ чĕлхипе илĕртекен-тыткăнлакан лирика хайлавĕсем шăрçалатăр…

Хисеплĕ Петр Яковлевич! Ырă та уçă кăмăлăрпа пире тыткăнлатăр, ăслă та çивĕч шухăшăрсемпе илĕртетĕр, вырăнлă та кирлĕ сăмахăрсемпе яланах пулăшатăр. Сумлă та пархатарлă ĕçĕрте хăюллăн малалла талпăнмашкăн такăр çул, вĕресе-тапса тăракан çăл шывĕ пек вăй-хăват, Дамаск хурçи пек çирĕп сывлăх, Сирĕнтен нихçан хăпми-уйрăлми ăнăçу, Аслă пурçăн çулăн çухрăмĕсенчен нумай-нумай хут пысăкрах хисепрен тăракан çул ахахĕсенчен шăрçаланнă вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр!

 

Институт ĕçченĕсем

2020 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ

 

Петĕр Яккусен пирки çакăнта тĕплĕнрех вуласа пĕлме пулать:

https://www.chuvash.org/lib/author/604.html

http://enc.cap.ru/?lnk=4775&t=prsn

http://chuv-krarm.3dn.ru/publ/petar_jakkusen_petr_jakovlev/1-1-0-42

https://chuvash.org/news/13288.html

https://cv.wikipedia.org/wiki/Петĕр_Яккусен

http://nasledie.nbchr.ru/personalii/pisateli/jakkusen/

http://calendar.nbchr.ru/cgi-bin/calendar

Фотографии