Чӑваш Енре пултарулӑх союзӗсем валли пулӑшу пама ҫӗнӗ майсем пӑхса тухаҫҫӗ

28.08.2020 12:34 | просмотров: 1130
Чӑваш Енре пултарулӑх союзӗсем валли пулӑшу пама ҫӗнӗ майсем пӑхса тухаҫҫӗ

Ҫурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче пултарулăх пĕрлешĕвĕсен президиумĕн пайташĕсемпе тĕл пулнă. Палăртса хăваратпăр, паянхи куна, регионта пурĕ ҫакăн евĕр пĕрлешӳсем – 13 шутланаҫҫĕ.

Калаҫăва пухăннисем патшалăхăн культура политикине  пултарулăх союзĕсене  явăҫтарасси пирки сӳтсе явнă.   

Палăртнă пĕрлешӳсене ертсе пыракансене, вĕсенче тăрăшакансене хăйсем суйласа илнĕ ĕҫе чун-чĕре ыйтнипе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. Малашне те пысăк ĕҫсемпе палăрма  вăл вăй-хал суннă вĕсене. «Сирĕн ĕҫ обществăшăн пархатарлă, кăмăл-сипет туйăмне ӳстерсе пыма витĕм кӳрет.  Чăваш халăхăн йăли-йĕркине, культурине ламран лама куҫарса пыма сахал мар тăрăшатăр.  Ăна упраса хăварассишĕн, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырас ĕҫре те пысăк тӳпе хыватăр. Шăпах та, ҫаксем ытарайми пуянлăх пулса тăраҫҫĕ те мĕнпур халăхшăн», - тенĕ вăл.   

Ӳлĕмрен пултарулăх пĕрлешĕвĕсене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йӳркелесе пама хатĕр пулни ҫинчен пĕлтернĕ Олег Николаев. Уҫă калаҫăва пухăннисемпе пĕрле ушкăнсене патшалăх енчен куҫарса паракан тĕрлĕ грантсен виҫине ӳстересси ҫинчен те калаҫнă, вĕсен пурлăх базине пуянлатсан тата та вырăнлăрах пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем.   

Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Ҫулсерен куҫаракан укҫа виҫи ӳссех пырать тенĕ ведомство ертӳҫи. Республика хыснинчен патшалăх программипе ĕҫлеме, культурăна аталантарса вăй илтерсе пыма субсиди сахал мар куҫарнине асăнса хăварнă министр.  

Палăртнă тăрăх, пуласлăхри тĕллевсем те пысăк. Калăпăр, пьесăсем ҫыракансене хавхалантарма, драматургине ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме ятарлă конкурссем пуласса асăннă, енчен те палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрес пулсан, пултаруллă ҫынсене валли тата та ытларах тĕрлĕ енлĕ пулăшусем куҫасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.

Роза Лизакова музей, ӳнерҫĕсен ĕҫне те ҫĕнĕлле пăхса тухасса асăннă. Енчен те плана кĕртнĕ пек ĕҫсем пурнăҫланса пырсан, ӳлĕмрен культура тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн сахал мар пулăшу куҫасса асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.  Паллă ӳнерҫĕсен ĕҫĕсем паянхи куна илес пулсан, вĕсен хăйсен ятарлă лаҫҫисенче упранаҫҫĕ. Ку, паллах аван, анчах та музейсенче пулсан, вĕсен ĕҫне тĕрлĕ халăх курса, кăмăл-туйăма ҫĕклесси те иккĕлентермĕ тенĕ Роза Лизакова. Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнине палăртнă.  Пултарулăх пĕрлешĕвĕсен шăпах, та ҫак ĕҫсене хастартарах хутшăнмаллине каланă вăл.

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев пултарулăх лаҫҫинче ĕҫлекенсен мĕнпур сĕнĕвĕсене пăхса тухса шута илессине, тĕплĕн тишкерсе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма шантарнă.  

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ

 

Информация на русском языке: В Чувашии рассматривают новые меры поддержки для творческих союзов