Яковлев Петр Яковлевич ăсчах çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Сăвăç, чĕлхеçĕ, куçаруçă» çавра сĕтел тата кĕнекесен хăтлавĕ иртрĕ

11.09.2020 10:59 | просмотров: 1359
Яковлев Петр Яковлевич ăсчах çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă «Сăвăç, чĕлхеçĕ, куçаруçă» çавра сĕтел тата кĕнекесен хăтлавĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтĕнче «Сăвăç, чĕлхеçĕ, куçаруçă» çавра сĕтел иртрĕ. Ăна Яковлев Петр Яковлевич ăсчах çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Хисеплĕ çыннăмăра çавра датăпа саламлама, кĕнекесен хăтлавне хутшăнма тата чăваш фонетикипе фонологийĕ пирки калаçма институт ăсчхĕсемсĕр пуçне Чăваш Республикин наци библиотекин, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, Чăваш кĕнеке издательствин, Чăваш халăх сайчĕн ĕçченĕсем килсе çитрĕç. Çавра сĕтелпе кĕнекесен хăтлавне институтăн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Алевтина Долгова йĕркелесе пычĕ. Ĕçлĕ ларăва институт директорĕ, философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов уçрĕ. Вăл чĕлхе, поэзи, куçару, вĕрентÿ талккăшĕнче палăрнă Петр Яковлева вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнеке кăларма сунчĕ, хăй çырнă «Власть слова» кĕнекене тата Чăваш халăх сăмахлăхне пухса кăларнă кĕнекесен пуххине парнелерĕ. Институт директорĕн ăслăлăхпа аталану çумĕ Геннадий Николаев хисеплĕ чĕлхеçĕн институтри çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă пулнине, малашне те пысăк пахалăхлă çĕнĕ тĕпчевсем кăларасса шаннине палăртрĕ. Петр Яковлевича Вĕрентÿ институчĕ ячĕпе Юрий Исаевпа Анна Егорова, Чăваш патшалăх университечĕ ячĕпе Алена Ивановăпа Виталий Родионов, Наци библиотекин ĕçченĕсен ячĕпе Галина Павловăпа Олимпиада Аверьянова, Кĕнеке издательстви йышĕ ячĕпе Владимир Степанов т.ыт.те. нумай-нумай ырă сăмах каларĕç.

Хăтлав пайĕнче ĕçлĕ ларăва хутшăннисем çак кĕнекесемпе паллашрĕç:

Яковлев П.Я. Фонетика и фонология чувашского языка: монография / науч. ред. А.П. Долгова. - Чебоксары: Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук, 2020. - 288 с. - (Строй чувашского языка).

Петӗр Яккусен: пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн саманчӗсем (критика статйисем, калаҫусемпе интервьюсем) / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ; ум сӑмах ҫыраканӗ тата яваплӑ редактор В.В. Никифорова. — Шупашкар: ЧПГӐИ, 2020. — 208 с.

Яковлев Петр Яковлевич: биобиблиографический указатель = Петер Яккусен: биобиблиографи кӑтартмӑшӗ / Чӑваш Республикин наци библиотеки; хатĕрлекенсем: О.П. Аверьянова, Г.П. Соловьева. - Шупашкар, 2020. - 96 с.

Хăтлавра тухса калаçакансем асăннă кĕнекесем чĕлхеçĕсемпе литература тĕпчевçисемшĕн, вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн, чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе кăсăклантаракан пĕтĕм çыншăн пысăк парне пулнине палăртрĕç.

 

Петĕр Яккусен пирки çакăнта пăхăр:

Петӗр Яккусен: «Пурнӑҫӑма сӑввӑмсемпе илемлетрӗм...» (Кульев О. калаçнă)  // Халăх шкулĕ. - 2020. - Утă-çурла. - № 4. - С. 25-30.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн коллективĕ Петр Яковлев ăçчаха 70 çул тултарнă ятпа саламлать

Знаменательные и памятные даты Чувашии: 26 августа: родились П.Я.Яковлев (Петĕр Яккусен), А.А.Соколова, А.И.Ярлыкин, О.В.Иванова, Н.М.Стуколкина

Егорова Анна. Чĕлхене урăхла хакланă [П.Я.Яковлевăн "Фонетика и фонология чувашского языка" кĕнеки çинчен] // Хыпар. - 2020. - Авăн/сентябрь, 1. - С.4.

Петӗр Яккусен: пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн саманчӗсем (критика статйисем, калаҫусемпе интервьюсем). Шупашкар: ЧПГӐИ, 2020. 208 с.

Издан биобиблиографический указатель «Яковлев (Яккусен) Петр Яковлевич»

Новая книга: Яковлев П.Я. Фонетика и фонология чувашского языка: монография. Чебоксары: Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук, 2020. 288 с.

Яковлев П.Я. Фонетика и фонология чувашского языка: монография / науч. ред. А.П. Долгова. - Чебоксары: Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук, 2020. - 288 с. - (Строй чувашского языка).

 

Александр Кузнецов сăн ÿкерчĕкĕсем

Фотографии