Игнатьева Анисия. ЧĔЛХЕНЕ УПРАС ТЕСЕН УНПА КАЛАÇМАЛЛА // Урал сасси. - 2020. - Авăн/сентябрь, 9.

15.09.2020 14:09 | просмотров: 1104
Игнатьева Анисия. ЧĔЛХЕНЕ УПРАС ТЕСЕН УНПА КАЛАÇМАЛЛА // Урал сасси. - 2020. - Авăн/сентябрь, 9.

Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине мĕнле тата мĕншĕн вĕрентмелле? Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май çак ыйту тавра вулаканпа çивĕч калаçассăм килет. Тен, манăн шухăшпа килĕшменнисем те тупăнĕç. Хаçатăн тепĕр номерĕнче вĕсен сĕнĕвĕсемпе паллашма хавас пулăп.

Хулара чăваш ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем чăвашах пулса ÿсчĕр тесен культура çине тимлĕрех пăхмалла. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, чĕлхе культурăн пĕр пайĕ шутланать. Тăван (чăваш) чĕлхе вĕрентекенĕсем халăхăмăра упраса хăварас тĕлĕшпе ырă та сăваплă ĕç тăваççĕ. Геннадий Волков академик пиллесе хăварнă пек чăваш халăх вĕрентĕвне тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çак çулпа кайсан акнă вăррăн çимĕçĕ паха пуласси иккĕлентермест. Эпир ачан чун-хавалне, ăс-хакăлне чăваш чĕлхи урлă аталантарса пыма тăрăшатпăр. Ачара чăвашлăх туйăмне вăратма пултарайсан чăваш чунлă ача ашшĕ-амăшĕн чĕлхине шкулта вĕренсе çитереймесен те каярахпа çулсем иртнĕçемĕн хăй тĕллĕн вĕренме тăрăшĕ.
Чĕлхе - çут çанталăк парнеленĕ асамлă хăват. Унта халăх культури, историйĕ, йăли-йĕрки, шăпи упранать. Пирĕн тивĕç - чĕлхене ачасенче çут çанталăкпа килĕшÿллĕн аталантарса пырасси. Эпĕ класс ертÿçи пулса тăрăшакан 6 Б класра кăна чăваш, вырăс, тутар, мари, мордва, узбек ачисем ăс пухаççĕ. Çак ачасем халĕ шкулта патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн тăватă чĕлхе вĕренеççĕ: тăван чĕлхе, вырăс чĕлхи тата икĕ ют чĕлхе (акăлчан тата нимĕç). Хальхи вăхăтра хула шкулĕсенче чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса вĕрентни кирлĕ тесе шутлатăп.
Пурнăç шав малаллах шăвать. Улшăнать. Нимĕн те пĕр вырăнта тăмасть. Ку вăл пирĕнтен килекен йăла мар, çут çанталăк йĕрки. Пурнăçăн ырă улшăнăвĕсене йышăнса пирĕн ун таппипе пĕр тан ĕлкĕрсе пымалла. Чĕрĕ çыннăн кĕлетки пĕрмаях хусканура пулмалла, унсăрăн организмра ырă мар улшăнусем пулма пултараççĕ. Чĕлхене çÿлĕк çине упрама хумалла мар, унпа май килнĕ таран калаçмалла, çавăн чухне кăна вăл чĕрĕ юлĕ. Эпир хамăр уроксенче чĕрĕ калаçу йĕркелеме тăрăшатпăр. Ача пурне те пĕлсе пĕтереймест, вĕрентсе çитерме те çук. Çапах та тĕлпулу, уйрăлу, тав сăмахĕсемпе шкулта вĕренекен кашни ачан кунсерен усă курмалла.
Ачасене ăс парса вĕрентес, çитĕнтерес ĕçре учитель тĕп вырăнта тăрать. Вĕрентекен тĕслĕхлĕ программăна тĕпе хурса хăйĕн ĕç программине хатĕрлет. Кашнин вăл уйрăм, ăна педканаш йышăнать, шкул ертÿçи çирĕплетет. Пĕр ÿсĕмрисем валлиех темиçе ĕç программи пулма пултарать, мĕншĕн тесен ачасен çут çанталăк панă аталану шайĕ тĕрлĕрен.
Çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн учитель ачасене шухăшлама вĕрентет, паянхи вăхăт кăларса тăратнă çивĕч ыйтусене татса памалли çула шырама пулăшать. Хальхи ачасем учительтен хатĕр хурав илмеççĕ. Хуравне вĕсем хăйсемех вĕрентекен пулăшнипе тавлашуллă калаçура тупаççĕ. Çут çанталăк пуç мимине ĕçлеттерме ыйтать, унсăрăн аталану пирки калаçни усăсăр. Пуç мимине ĕçлеттерме вара чĕлхе вĕренни питех те усăллă. Çакна чи малтанах ачан ашшĕ-амăшĕн лайăх пĕлсе тăмалла.
Паян мана, хисеплĕ вулаканăм, тавçăрса илтĕн пулĕ ĕнтĕ, виçĕ ыйту канăç памасть. Çав ыйтусен хуравне пĕрле шырасшăн.
Мĕне вĕрентмелле?
Вĕрентÿ енĕпе пăхсан, ман шутпа, пирĕн чи малтанах чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхне, ытти чĕлхесем хушшинчи пĕрпеклĕхпе уйрăмлăхне асăрхама, унпа куллен вырăнлă усă курма вĕрентмелле. Чи кирли - ачасем хăйсен тăван чĕлхине чуна хывни. Пирĕн тĕрлĕ халăх ачине пĕр-пĕрин тăван чĕлхине хисеплеме хăнăхтармалла. Кĕскен каласан, хисепе вĕрентмелле. Ан тив, кашни халăх ачи хăй чĕлхипе мăнаçлантăр. Ман шутпа, кăмăл-сипет ыйтăвĕ малти вырăнта пулмалла. Чĕлхе вĕренни ачасене пурнăçра чăн-чăн çын пулма пулăштăрччĕ.
Эпир пурте, çĕр çинче пурăнакансем, çут çанталăк ачисем. Çакăнпа килĕшÿллĕн кашнийĕ Çĕр çине аталанма килет. Пурнăç тăршшĕпех ăс пухать. Пирĕн, учительсен, ачасене вĕренме вĕрентмелле. Унсăрăн ăнăçлă çынсен шутне кĕрсе конкурентлă пуласси иккĕленÿллĕрех.
Мĕнле вĕрентмелле?
Калаçса вĕрентмелле. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, тин кăна çуралнă ача нимĕнле чĕлхепе те калаçмасть. Ăна кирек епле чĕлхене те вĕрентме пулать. Чи малтанах амăшĕ хăйĕн чĕлхине сăпка юрри юрласа вĕрентет. Каярахпа вара вăл япала кăтартать, ун ятне калать, калаçса ятарлă ĕç, хускану тума хистет, хăй туса кăтартать. Ачи ун хыççăн пурнăçлать. Мĕн ĕлĕкрен амăшĕсем ачисене çак меслетпе усă курса калаçма вĕрентнĕ. Халĕ те нихăш амăшĕ те - чăваш-и вăл, вырăс-и е тутар-и - тин çуралнă пепкине грамматикăпа усă курса калаçма вĕрентмест.
Чĕлхене тарăнрах вĕрентес тĕллев пулсан, паллах, кунта грамматикăсăр май килмест. Ку вăл куçкĕретех. Кунта нимĕнле тавлашу та пулма пултараймасть. Пĕтĕмĕшпех эпир чĕлхене хăш ÿсĕмре тата мĕнле тĕллевпе вĕрентнинчен килет. Малтанхи тапхăрта ачана халăх сăмахлăх витĕмĕпе хавхалантарса халăх вĕрентĕвĕн (этнопедагогика) мелĕсемпе вĕрентмелле. Учитель питĕнчен йăл кулă каймалла мар. Енчен те урокра ача хăпартланса хаваслăн калаçать, урок вĕçленсен тав сăмахĕ каласа хăварать пулсан пирĕн тĕллев пурнăçланнă.
Мĕншĕн вĕрентмелле?
Малашлăхшăн вĕрентмелле. Пире ăрусен хушшинчи çыхăнăва тăсма çут çанталăк тĕлĕнмелле хăват - чĕлхе - пилленĕ. Кунта ытларах яваплăх, тивĕç пирки калаçмалла пуль. Чĕлхен ламран-лама куçса пымалла. Пирĕн несĕлсем хăйсен ĕмĕрĕнче темле çухату та тÿснĕ, çапах та чĕлхине сыхласа хăварнă. Эпир вара?
Ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçасси - ачан гражданла тивĕçĕ. Çар ÿсĕмне çитнĕ яшсем çĕршыва сыхлама хĕсмете каяççĕ. Çакна патшалăх йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи тесе саккун кăларса çирĕплетнĕ. Анчах та атте-анне чĕлхине саккун хушнипе мар, чи малтан килте вĕренмелле. Вăл кашни чăваш çемйин чун апачĕ пулмалла. Чăваш Енре тымар янă, тĕпленнĕ çыншăн чăваш чĕлхи юнашар пурăнакан чăвашпа калаçмалли хатĕр вырăнĕнче пулмалла. Пĕр-пĕрне хисеп тумалла. Çак шая ачасене мĕнле çитермелле? Кунта пуç тавра çавăрса шухăшламалли те, тар юхтарса ĕçлемелли те пайтах. Чи кирли - учителĕн ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те тĕслĕх пулмалла.
Тăван чĕлхе - çынри çут çанталăк сасси. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнни - çын аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ. Ача тăван чĕлхесĕр ăна çут çанталăк пÿрнĕ шая çитересси питех те иккĕленÿллĕ. Упрар, юратар чĕлхемĕре. Çак хăвата ачасен чĕрине вырнаçтарар. Килĕшÿпе юратура пурăнакан ачасем пиллĕхлĕ.

Анисия ИГНАТЬЕВА,
Чăваш Республикин
тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Шупашкар хули, 12-мĕш шкул.

 

Игнатьева Анисия. ЧĔЛХЕНЕ УПРАС ТЕСЕН УНПА КАЛАÇМАЛЛА // Урал сасси. - 2020. - Авăн/сентябрь, 9.