Клементьева Ирина. Елчӗк районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ // Хыпар. - 2020. - Юпа, 14.

15.10.2020 11:58 | просмотров: 170
Клементьева Ирина. Елчӗк районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ // Хыпар. - 2020. - Юпа, 14.

Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Aрланкасси ялĕнче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕ yçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие ЧР вице-премьерĕ - вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, сывлăx сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăxĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый хутшăнчĕç.

Сумлă хăнасем ял çыннисене саламларĕç, пирĕн республикăpa халăxa кÿpeкен медицина пулăшăвĕн пахалăxне лайăхлатсах пыма тăрăшнине палăpтрĕç. Ку ялта малтан та медпункт пулнă-xa, анчах 1977 çултаx тунăскер кивелсе çитнĕ.

Çĕнĕ ФАПа "Сывлăx cыхлавĕ" наци проектне тĕпе хурса тунă, медицина оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Галина Александрова заведующий пĕлтернĕ тăpăx, ку ФАП виçĕ ялта - Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкассисенче, Энтепере - пурăнакан 400 яхăн çыннăн сывлăxне сăнаса-тĕpĕcлесе тăpĕ. "Кунта çyтă, xăтлă, таса", - савăнăçне пытармарĕç ял çыннисем.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

 

Клементьева Ирина. Елчӗк районӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ // Хыпар. - 2020. - Юпа, 14.