Э.Лебедев, И.Семёнова тата А.Кузнецов «АШМАРИН НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ – ТЮРКОЛОГ ТАТА ЧĂВАШЛĂХ ТĔПЧЕВÇИ» çавра сĕтелте тухса калаçрĕç

22.10.2020 21:53 | просмотров: 1377
Э.Лебедев, И.Семёнова тата А.Кузнецов «АШМАРИН НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ – ТЮРКОЛОГ ТАТА ЧĂВАШЛĂХ ТĔПЧЕВÇИ» çавра сĕтелте тухса калаçрĕç

Э.Лебедев, И.Семёнова тата А.Кузнецов «АШМАРИН НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ – ТЮРКОЛОГ ТАТА ЧĂВАШЛĂХ ТĔПЧЕВÇИ» çавра сĕтелте тухса калаçрĕç.

2020 ҫулхи юпа уйăхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» ятлӑ ăслăлăхпа практика конференцийӗ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна «Манӑн тӑван чӗлхе» проектпа килĕшӳллĕн йӗркеленӗ. Проектăн тĕп тĕллевĕ – Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене упраса хӑварас ыйтӑва ҫӳллĕ шая ҫĕклесси, ҫак ĕҫе анлăлатса чӗлхе специалисчĕсене тата ытти хастарсене пĕрлештерсе хутшӑнтарассии, чӗлхене аталантарас ĕҫре ҫĕнĕ технологисемпе усă курасси тата нацисем хушшинчи ҫыхăнăва аталантарасси. Проект Наци ӗҫӗсен федераллӑ агентстви пулăшнипе ҫӗршывăн пилӗк регионĕнче пурнăҫа кĕрет: Сахалин облаҫӗнче, Карели, Мари тата Чӑваш Республикисенче.

Конференцие йӗркелекенсен шутӗнче – «Информаци пурин валли те» ЮНЕСКО программин Раҫҫейри комитечӗ, Вулавӑшсене пӗрлештерекен регионсем хушшинчи центр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки.

Конференцие влаҫ тытăмĕнчи специалистсем, чӗлхеҫӗсем, ӑсчахсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, Чӑваш Енри тата ытти регионсенчи чӗлхе хастарӗсем хутшӑнаççĕ. Вӗсем чӗлхери лару-тӑру регион тата наци шайӗнче еплерех пулнине палăртаҫçĕ, чӗлхесене сыхлас ĕҫ тӗнчере мĕнлерех пынипе паллаштараҫçĕ, Чӑваш Республикинче тата ытти регионсенче пурӑнакан тĕп халӑхсем хӑйсен чӗлхисене упрама тата аталантарма хатӗр е хатӗр мар пулнине тишкереҫçĕ, Раҫейри нумай чӗлхелĕхе тата культура тĕрлĕ енлĕхне упраса хӑварас тӗлĕшпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме мӗнле ресурссене явăҫтармаллине сӳтсе яваҫçĕ, чӗлхене аталантармалли технологисен вӑй-хӑватне хаклаҫçĕ.

Конференци тытăмĕнче «АШМАРИН НИКОЛАЙ ИВАНОВИЧ – ТЮРКОЛОГ ТАТА ЧĂВАШЛĂХ ТĔПЧЕВÇИ» çавра сĕтел те ĕçлерĕ. Унăн ĕçне ЛЕБЕДЕВ Эдуард Евгеньевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ ертсе пычĕ. 

Çавра сĕтеле хутшăнакансем çак докладсемпе паллашрĕç:

ЛЕБЕДЕВ Эдуард Евгеньевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ "Научное наследие основоположника чувашского языкознания Н. И. Ашмарина" 

СЕМЕНОВА Ирина Петровна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ "Н.И. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки»".

Н.И. Ашмаринăн пурнăçĕн тата ĕçĕ-хĕлĕн тĕрлĕ енĕсемпе çак тĕчевçĕсем паллаштарчĕç:

ВИНОГРАДОВ Юрий Михайлович, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

КУЗНЕЦОВ Александр Валерьянович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

ЗАРУБИН Андрей Николаевич, Чăваш наци музейĕн çĕнĕ истори секторĕн пуçлăхĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ

МИЛЮТИН Владимир Аркадьевич, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ деятелӗ

СОЛОВЬЕВА Галина Павловна, Чӑваш Республикин наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн пуçлăхĕ

Программа

 

Хыпара хатĕрлеме Чӑваш Республикин наци библиотекин сайтĕнчи материалпа усă курнă. Александр Кузнецов сăн ÿкерчĕкĕсем.

Фотографии

Прикрепленные файлы

Программа 442.40 Kb | загрузили: 701
Программа 442.40 Kb | загрузили: 684