СМИРНОВА Надежда. Чĕлхе - патшалăх тата общество хÿттинче // Хыпар. - 2020. - Юпа, 22.

23.10.2020 10:31 | просмотров: 943
СМИРНОВА Надежда. Чĕлхе - патшалăх тата общество хÿттинче // Хыпар. - 2020. - Юпа, 22.

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Наци библиотекинче «Патшалăх тата гражданла общество пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни» ыйтупа ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Ăна «Манăн тăван чĕлхе» проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ — Раççей халăхĕсен чĕлхисене упраса хăварас ыйтăва çӳллĕ шая çĕклесси, çак ĕçе анлăлатса чĕлхе специалисчĕсене тата ытти хастарсене явăçтарасси, чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе туллин усă курасси, халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси. Проект федерацин Наци ĕçĕсен агентстви пулăшнипе çĕршывăн пилĕк регионĕнче — Мускавра, Сахалин облаçĕнче, Чăваш, Карели, Мари республикисенче — пурнăçа кĕрет.

Конференци йĕркелӳçисем — ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕ, Регионсен хушшинчи вĕренӳ институчĕ, Регионсенчи библиотекăсене çыхăну тытса ĕçлеме пулăшакан центр, ЧР Наци библиотеки.

Чăваш Енри конференцие влаç тытăмĕнчи специалистсем, ăсчахсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, ытти регионти чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, чĕлхепе çыхăннă лару-тăру республикăра, çавăн пекех Раççей шайĕнче мĕнлерех пулни пирки пычĕ. Çавăн пекех халăхсем хăйсен тăван чĕлхине упраса малалла аталантарас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем, ку енĕпе хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе туллинрех усă курмалли майсем, ытти çивĕч ыйту пирки те чарăнса тăчĕç.

Мероприятие хутшăнаканĕсене Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова саламларĕ. Вăл кашни çыншăн унăн тăван чĕлхи, культури, йăли-йĕрки чи çывăх, юратнă амăшĕ пекех хаклине, çывăххине палăртрĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова конференцие килсе çитнĕ чĕлхеçĕсемпе ăсчахсене, хăнасене саламласа ăнăçу сунчĕç.

ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕн председателĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Евгений Кузьмин /Мускав/ «Раççейри тата тĕнчери нумай чĕлхелĕх: йышпа сахал халăхсен чĕлхисене упраса хăварасси тата аталантарасси» ыйтупа инçет мел хатĕрĕпе усă курса доклад турĕ.

Евгений Иванович шухăша яракан тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ: тĕнчере хальхи вăхăтра 7 пине яхăн чĕлхе. Икĕ эрнере вĕсенчен пĕри çухалса пырать. Çакна шута илес тĕк, çак ĕмĕрĕн варринче халь мĕн пурринчен 50 проценчĕ çеç юлĕ, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вара — 600-700 чĕлхе.

Йышпа сахал халăхсен Пĕтĕм тĕнчери çулталăкне йĕркелес тĕлĕшпе ЮНЕСКО çумĕнчи ĕçлекен ушкăн членĕ, «Çамрăк Карели» /Петрозаводск/ центрăн председателĕ Алексей Цыкарев глобализаци витĕмне пула чĕлхесем умне тухса тăракан çивĕч ыйтусем пирки чарăнса тăчĕ.

Пирĕннисенчен конференцире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алевтина Долгова «Чăваш чĕлхи тĕнче улшăнса пынă вăхăрта: ăна упраса малалла аталантарасси», çавăн пекех Чăваш Енри Вĕренӳ институчĕн ректорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Исаев «Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхисене вĕренме тата вĕсемпе усă курма условисем туса парасси /Чăваш Республикин тĕслĕхĕ çинче/» темăсемпе доклад турĕç. Пленарлă ларăва малалла Вĕренӳ институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Альбина Мышкина, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн гуманитари, социаллă пурнăçпа экономика дисциплинисен кафедрин доценчĕ Эдуард Фомин, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕн заместителĕ Александр Магарин, ыттисем тăсрĕç. Унтан чĕлхеçĕсем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче конференци малалла ĕçлĕ.

Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

 

СМИРНОВА Надежда. Чĕлхе - патшалăх тата общество хÿттинче // Хыпар. - 2020. - Юпа, 22.