Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑларуҫине И.Я.Яковлева асӑнса ирттернĕ пулӑма хутшӑннă

23.10.2020 17:04 | просмотров: 1008
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑларуҫине И.Я.Яковлева асӑнса ирттернĕ пулӑма хутшӑннă

Юпа уйăхĕн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑларуҫине,  чӑваш алфавитне йӗркеленӗ, чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑ, тӗнчипе паллӑ культура деятельне Иван Яковлевич Яковлева асӑнса ирттернĕ мероприятине - астăвăм сехетне хутшӑннă.

Иван Яковлевич Яковлев чӑваш ҫырулӑхӗпе культурине, чӑваш халӑх историне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

"Иван Яковлев  каласа хăварнă ӑс-хакӑл пехилӗ пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Вăл тăван халăха панă Халал паян çырнă пекех чĕрĕ, вырăнлă, ăна кашни ҫын асра тытать", – тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫӗршывра, ҫав шутрах республикăра та наци чӗлхисене аталантарма  патшалăх шайĕнче те нумай тăрăшни пирки пĕлтернĕ.

"Раҫҫей Конституцине тӳрлетӳсем кĕртсе хăварни чӗлхе тата культура пуянлӑхне хӳтӗлеме витĕм кӳреҫҫĕ, патшалӑх шайӗнче  чăваш чĕлхине тата та ытларах аталантарма хушма вăй-хăват параҫҫӗ", – палăртса каланă республика Ертӳҫи. Республикӑра чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас енӗпе патшалӑх программине йышӑннине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Кӑҫал чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче  пуҫласа Чӑваш тӗррин кунӗ пулĕ. Кун пирки ĕҫ хутне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Уяв анлă та курăмлă ирттĕр тесе, хатĕрленӳ ĕҫĕсем пуҫланнă.

Ҫак кунсенче Наци вулавăшĕнче «Патшалăх тата гражданла общество пĕрлешĕвĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварма пулăшни» ыйтупа ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлеме пуçланине те хыпарланă Ертӳҫĕ.

Аса илтеретпĕр: мероприятине  «Манăн тăван чĕлхе» проектпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ – Раççей халăхĕсен чĕлхисене упраса хăварас ыйтăва çӳллĕ шая çĕклесси, çак ĕçе анлăлатса чĕлхе специалисчĕсене тата ытти хастарсене явăçтарасси, чĕлхене аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ технологисемпе туллин усă курасси, халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси. Проект федерацин Наци ĕçĕсен агентстви пулăшнипе çĕршывăн пилĕк регионĕнче – Мускавра, Сахалин облаçĕнче, Чăваш, Карели, Мари республикисенче  – пурнăçа кĕрет. Конференци йĕркелӳçисем – ЮНЕСКОн «Информаци пурин валли те» программин Раççейри комитечĕ, Регионсен хушшинчи вĕренӳ институчĕ, Регионсенчи библиотекăсене çыхăну тытса ĕçлеме пулăшакан центр, Чăваш Республикин Наци библиотеки.

"Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пĕр-пĕринпе килӗштерсе ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ. Малашне те хавхалануллӑ тăрăшса ĕҫлесен, тата та пысăк ҫитĕнӳсем тăвăпăр", – тесе хăй сăмахне пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Пухӑннисем умӗнче ҫавӑн пекех  Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ,  И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Владимир Иванов тухса калаҫнă, ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр, вӑл хӑварнӑ педагогика еткерлӗхне упрӑпӑр тенĕ.

Регион Ертӳҫипе пĕрле митинга хутшӑнакансем Иван Яковлевич Яковлев палӑкĕ умне чечексем хунă.

Фоторепортаж

Çакăн çинчен репортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ