ХАМĂР ХАЛĂХ ЧĔЛХИН САТУР СĂМАХСАРÇИ (РАÇÇЕЙРИ ПАЛЛĂ ПРОФЕССОРА АСĂНСА)

01.12.2017 10:33 | просмотров: 1861
ХАМĂР ХАЛĂХ ЧĔЛХИН САТУР СĂМАХСАРÇИ  (РАÇÇЕЙРИ ПАЛЛĂ ПРОФЕССОРА АСĂНСА)

Малтанхи тапхăртах хăйĕн хыпарлăх утравне тупайнă хаçатçă, тем пек йывăрлăхра та ал усса ÿкĕнмен чĕлхеçĕ-арабçă, сенкер тÿпери ĕмĕтсене мăн çăмхана пуçтарса пурнăç хапхине яри! уçса утнă чĕлхеçĕ-психолог (Хусанти аслă шкулта çак специальнăçпа та вĕреннĕ), хивре шухăшсен саккунĕсене улăштармасăр-ылмаштармасăр тăван халăх патне çитерекен шăнкăртам юххиллĕ куçаруçă, чун палланă саспаллисемпе тухăçлă шухăшласа малалла уттаракан çирĕп вĕрентÿçĕ, обществăпа политика, социаллă пурнăç тата юридици терминĕсен ăсти (вĕсене нормăласа, литература чĕлхин картне лартса хамăр пурнăçăмăра кĕртмешкĕн тĕрлĕ йышши словарьсем калăпласа-пичетлесе кăлараканĕ), чăваш чĕлхи ăслăхĕнчи лексикографи шкулне малалла тăсса XXI ĕмĕре илсе кĕрекенĕ, чĕлхе культурин тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе çине тăрсах ĕçлесе пыраканĕ, тăван чĕлхемĕрĕн пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшне туллин уçса параканĕ, юравлă-тивĕçлĕ авалхи терминсене чĕртсе вăй-хăват кÿрекенĕ, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата ыттисен те пархатарлă теорипе практика ĕçĕсене малалла тăсаканĕ, «пыл хурчĕ пек пурăнмалла: техĕмлĕ сĕткене пуçтарса пыл тумалла» тесе куллен хăйне вĕрентнĕ ашшĕн çав тери ытарлă каланă сăмахĕсене халĕ те ырăпа аса илтерекен шур сухалçă, çак ылмашуллă тĕнчен асапĕпе телейне тăван çĕрпе ялан çыхăнтарма тăрăшнă сăпайлă шухăшлавçă, тĕлĕнмелле вăлта хуçи-пулăçă - çак пĕртте ÿстермесĕр пĕр тĕвве-çĕвве пĕрлештернĕ йĕркесене çине тăрса вуласан - тăван республикăмăрти тата халăхăмăрти Пĕр Паллă Çын пирки кăна калама пултаратпăр. Питех те, шел, иртнĕ вăхăтра çеç…

Пирĕн аслă-ăслă тата пуян ăс-халлă вĕрентекенĕмĕр - М.И. Скворцов профессор ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа раштавăн 1-мĕшĕнче çул талăк çитет.

Çак пултаруллă тĕпчевçĕн (вăл килес çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче 84 çул тултармаллаччĕ) 55 çул хушшинчи ĕçĕ-хĕлĕ - иксĕлми: «чĕлхе ăслăхĕ», «хальхи чĕлхе пĕлĕвĕ», «куллен кирлĕ чĕлхе», «лексикографи», «ономастика», «этнонимика» тата ытти ятарлă ăнлавсемпе тăтăшах усă курнă чухне эпир ялан Михаил Иванович Скворцов ятне аса илетпĕр те вăл хатĕрлесе-пичетлесе кăларнă ĕçсене алла тытса малалла «тăрмашма» пуçлатпăр. Çав ĕçсем тăван чĕлхене тишкерекенсемшĕн хатĕр материал та, çăлкуç та, тĕпчев никĕсĕ те шутланаççĕ. Эппин, специалистсемшĕн те, чĕлхепе кăсăкланакансемшĕн те - питех пĕлтерĕшлĕ. Çут çанталăкпа, çÿлти хăватпа тата хамăра панă вĕршĕн чĕлхемĕрпе çеç эпир чăваш çынни пулса тăратпăр.

Хальхи глобализаци тапхăрĕнче чĕлхе пысăк хăвăртлăхпа аталанса-улшăнса пынине куллен куратпăр. Çак туртăмăн тĕрлĕ арăш-пирĕш енĕсене каллех чи малтан пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулма хавхалантаракан словарьçă халĕ пушшех аса илтерет: çĕннине çийĕнчех палăртма хистет, вĕсене кирлĕ вырăнта тĕрĕс куçарма вĕрентет...

Хăйĕн «Чăваш лексикографийĕ» вĕренÿ пособийĕнче М.И. Скворцов профессор çапларах палăртнăччĕ: «Хальлĕхе пирĕн нумай-нумай тĕрлĕ словарьсем çук-ха, вĕсене хатĕрлес ĕç теорийĕпе методикине алла илесси, словарьсем хайлас ĕçе тÿррĕнех хутшăнасси - шăпах пулас чĕлхеçĕсен, учительсен, çыравçăсен тивĕçĕ». Кунпа, паллах, килĕшме те пулать. Анчах та çак йывăр та тумхахлă ĕç чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче пĕр самантлăха та чарăнса ларман.

Хальхи вăхăтра техника хатĕрĕсем çителĕклех, вĕсем валли ĕçе хăвăртлатмалли ятарлă чăвашла программăсем те пур. Компьютерсемпе тухăçлă ĕçлемешкĕн, тĕрлĕ йышши словарь программисене калăпламашкăн ятарлă специалистсене тупса патшалăхăн куллен пулăшмалла çеç.

Пĕтĕм тĕнчипех паллă 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» (выр. «Словарь чувашского языка», Казань - Чебоксары, 1928-1950) Н.И. Ашмарин латинла тезаурус «сокровище, клад* сокровощница» тесе те ят панă. Вăл пĕтĕм чăваш чĕлхин пуянлăхĕ çак словаре кĕрсе ĕмĕрлĕх çырăнса юлнине пĕлтерет. Çав пуянлăхпа тĕрĕс усă курас тесессĕн пирĕн ытти словарьсене тата справочниксене - мĕне шута илсе пичетлесе кăларнине тата кăлармаллине те лайăх пĕлмелле. Вăл тăван чĕлхемĕрĕн аталанăвĕн иртнĕ тата хальхи кун-çулне уçăмлăн палăртма май парать. М.И. Скворцов чăннипех хăйĕн чун-чĕри ăшшийĕпе чăвашлăха пăрланса ларассинчен упракан шăпа-сăмах-пĕлтерĕш инженерĕ пулса тăчĕ.

Эппин, çак каçалăк-хутлăхра ку енĕпе талпăнса ĕçлекене М.И. Скворцовăн ырă та çутă сăнарĕ вăй-хăват кÿретех. Вăл парса хăварнă пархатарлă ĕçсем, куллен хăлхара янракан хивре сăмахсем пирĕн шухăшлавпа ăс-хакăлăн çил арманне ăшпиллĕн çавăрттарма пулăшмалла. Чăвашлăхăн варкăш çилĕ Халĕ пурне те, пушшех те, кирлĕ.

Л. Атлай