Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçакансем

24.11.2020 10:13 | просмотров: 1986
Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçакансем

Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем…

Кӑҫал чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш тӗррин кунне уявлăпăр. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Уяв анлă та курăмлă ирттĕр тесе, ЧНК культура комитечӗ те хатĕрленӳ ĕҫĕсем пуҫларӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗрӗсене упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла, тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе комитет «Чăваш наци конгресĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта тĕпе хурса ĕçлет. Ку ӗҫ-пуҫа пуçарса яраканӗ – культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова. Проектпа килĕшÿллĕн комитетӑн пайташӗсем тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ.

Чӑваш тӗррипе хӑйсен кун-ҫулне ЧНК культура комитечӗн пайташӗсем, чăваш тумтирĕн маçтăрĕсем тата ăна анлă саракансем – ӳнер институчӗн доценчĕсем Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова, Роза Степанова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина ӑстаҫӑсем. Вӗсем ҫулран-ҫул ача пахчине ҫӳрекенсенчен пуҫласа шкулта вӗренекенсемпе, чӑваш тӗррипе интересленекенсемпе ăсталăх урокĕсем час-часах иртереҫҫӗ. Ҫамрӑксене анатри, тури тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем хăçан мĕнле тум тăхăнса çÿренипе, вĕсен йăли-йĕркисемпе тата тумтир пайĕсемпе тĕплĕн паллаштараҫҫӗ. Чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа параҫҫӗ.

«Аваллăха упрасаса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр пайĕ – çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшни. Комитет хастарĕсем кашни мероприятирех ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелерĕçҫӗ. Кашни урокрах çынсем йышлăн пухӑнаҫҫӗ. Уявсене килнисемшĕн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулӑм, чылай кирлĕ япалана вĕренеҫҫӗ, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ.

Ӑстаҫӑсене пула чăвашсен авалхи çипуçĕн ячĕ-сумĕ тĕнчипех сарӑлнӑ. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене урăх çĕршывсенче те йĕреклесе Чăваш Ен ятне тата çÿле çĕклеççĕ. Чăваш çипуçне Парижра, Брюсельте, Америкăра, Японире кăтартрӗҫ. Чӑваш тумтирсен куравӗ РФ регионӗсенче - Ектаринбургра, Мускавра, Хусанта, Питӗрте тата ытти ҫӗрте те ӗҫлет. Унти выставкăсене, паллах, пĕтĕм тĕнчери пин-пин ҫын пырса курать. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене урăх çĕршывсенче, Раҫҫей регионӗсенче йĕреклеççĕ. Ҫавӑн пек пултаруллӑ вӗсем, Чӑваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем, чăваш тӗррипе тумĕн ăстисем!

Эсир – чӑваш тӗрри управҫисем, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗсем, унӑн сумне ҫӗклекенӗсем.

 

Вера Архипова,

ЧНК культура комитечĕн ертÿçи.

Фотографии