Родионова Надежда. Елена Ухсай: АТТЕН ЙĂМĂКĔСЕМ ХАЛĔ ТЕ КУÇ УМĔНЧЕ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 25.

26.11.2020 13:42 | просмотров: 1080
Родионова Надежда. Елена Ухсай: АТТЕН ЙĂМĂКĔСЕМ ХАЛĔ ТЕ КУÇ УМĔНЧЕ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 25.

Паян, ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче - чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнă кун. Кăçал ентешĕмĕр çут тĕнчене килнĕренпе 109 çул çитрĕ. Вăл мĕнлерех çын пулни паянхи çамрăк ăрушăн та, аслă çулхисемшĕн те интереслĕ пулассăн туйăнать. Çавăнпа та паян сире, хисеплĕ вулакансем, Ухсай Яккăвĕн Елена кĕçĕн хĕрĕн «Слово об отце» кĕнекинчи аса илÿсемпе паллаштаратпăр.

…Каç енне Пелепей хулине килсе çитрĕмĕр.
- Ку хула - саншăн та тăван. Ăна пирĕн мăн асаттесем пуçарса янă. Пртта йăхĕ те çак вырăнта тымар янă, - терĕ атте.
Эпир Пелепей хулине ятарласа кайрăмăр. Кунта аттен Слакпуç ялĕпе çыхăннă ĕçĕсем пурччĕ. Анчах эпир ĕлкĕреймерĕмĕр, ĕç кунĕ вĕçленнĕччĕ. Яла çитнĕ çĕре хĕвел аннăччĕ ĕнтĕ. Пире хирĕç аттен йăмăкĕсем - Улька аппа, Униççе аппа тата Лиза аппа (вăл ятарласа Ĕпхÿ хулинчен килсе çитнĕ) чупса тухрĕç. Вĕсем пурте пĕр харăс калаçма пуçларĕç, хăйсен юратнă пиччĕшне лайăхрах кĕтсе илес тесе ăшталанчĕç.
Халĕ, 1973 çулхи Слакпуç ялне аса илсен, куç умне лăпкă урам, çуталса килекен пĕлĕт сĕмĕ çинчи лутра йывăç пÿрт, тикĕс, тап-таса шăлса тасатнă картиш тата пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн савăннă телейлĕ çемье тухса тăрать.
Аттен йăмăкĕсем, манăн аппасем, виççĕшĕ те хăйне майлă. Лиза аппа асли вырăнĕнче. Вăл Ĕпхÿ хулинче пурăнать. Ун чухне вăл асăннă хулари предприятисенчен пĕринче тĕп экономист пулса ĕçлетчĕ. Лиза аппа - питĕ тирпейлĕ, çивĕч ăслă, ĕçе пĕлсе тăвакан вăр-вар хĕрарăм. Укçа шутне лайăх пĕлет. Пурне те шута илсе пырать. Лиза аппа питĕ ĕçчен çынччĕ: хăйĕн çемйине те тимлĕх уйăрма ĕлкĕретчĕ, мăнукĕсене те ура çине тăратрĕ.
Улька аппа – тÿрĕ те уçă кăмăллă, кулма юратакан çын. Нихăçан та чĕрре кĕмест. Кирек епле йывăрлăхсене те парăнмасть, пурнăçра савăнăç тупма пĕлет.
Униççе аппа аттен юратмăшĕ (любимица) пулнă. Атте ун пирки «вăл ăслă, вĕреннĕ пулсан пысăк çын пулĕччĕ» тесе калатчĕ. Анчах та 17 çулта чухне Униççе аппа чечче (оспа) чирĕпе чирлесе суккăрланса юлнă. Вăл питĕ кăмăллă, çепĕç саслăччĕ. Унра хĕр хăтланăшĕсем те сыхланса юлнăччĕ.
Аттен йăмăкĕсем эпир Слакпуçĕнче пулнă вăхăтра пĕр чарăнми калаçрĕç, пире май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшрĕç. Çывăрма канлĕ пултăр тесе мана çеп-çемçе тÿшек çине вырттарчĕç, йĕри-тавра минтерсем купаласа тухрĕç. Аппасем кăвак çутăллах сĕтеле апат-çимĕçпе тултаратчĕç. Кашни кунах икерчĕ пĕçеретчĕç. Ирех сĕтел çинче пĕр чĕрĕк сĕт ларатчĕ. Ун пек хăймаллă та тутлă сĕте эпĕ Карач ялĕнче (аннен ялĕ) те ĕçсе курман. Пысăк турилкке çинче караслă пыл купаланса ларатчĕ. Чăх тата сурăх ашĕ сĕтел çичен кайман. Ирхи апат кăнтăрлахине, кăнтăрлахи майĕпен каçхине куçатчĕ.
Атте хăйĕн йăмăкĕсене юрататчĕ, шеллетчĕ. Вĕсене укçа-тенкĕпе те пулăшатчĕ. Кашни çулах чылай кăна укçа ярса паратчĕ. Хăйĕн чăрманасси килменрен яла кайнă чухне атте мана яланах укçа-тенкĕпе хуçаланма хушатчĕ. Слакпуçне килсен атте Укçине аппана пин тенкĕ укçа пама хушрĕ. Ун чухнехи вăхăтшăн ку питĕ пысăк нухратчĕ.
Пĕррехинче çĕрле эпĕ шăппăн калаçнине илтрĕм. Алăк айĕнчен çутă ÿкет, стена леш енче такам хăйпе хăй калаçнă пек туйăнать. Тăнласа итленĕ хыççăн Униççе аппан сассине уйăрса илтĕм.
Ирхине мĕн пулнипе интереслентĕм. Чăх чĕппи чирленĕ иккен. Униççе аппа чирлĕ чĕр чуна çĕрĕпех тĕрлĕ курăксемпе сипленĕ, сывалтăр тесе кĕлĕсем вуланă.
Тĕлĕнмелле хĕрарăм. Çак хĕрхенÿ туйăмĕ манăн чуна пырса тиврĕ. Кам вăл? Кивĕ тĕне ĕненекен-и е малашлăхра çынсем çапла ырă чунлă пулаççĕ-и? Эпĕ ĕлĕк «илем тĕнчене сыхласа хăварать» текен каларăша ĕненеттĕм. Халĕ ун пек калама иккĕленсе тăратăп.

Елена УХСАЙ.
Мускав хули.

 

Родионова Надежда. Елена Ухсай: АТТЕН ЙĂМĂКĔСЕМ ХАЛĔ ТЕ КУÇ УМĔНЧЕ // Урал сасси. - 2020. - Чÿк, 25.