Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ А.Е. Егорова Анне кунӗпе саламлани

27.11.2020 11:30 | просмотров: 204
 Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ А.Е. Егорова Анне кунӗпе саламлани

Чӑваш Республикинчи хисеплӗ хӗрарӑмсем!

Хаклӑ аннесем!

    Сире ӑшӑ та ҫутӑ уявпа – Анне кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Анне вӑл – пӗрремӗш вӗрентекен, ӑслӑ та шанчӑклӑ тус. Анне юратӑвӗ чуна ӑшӑтать, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, шанӑҫпа пурӑнма пулӑшать. Пирӗнтен кашниех, ҫулне пӑхмасӑр, аннемӗрсен ачаш сӑмахӗсене, ӑшӑ куҫӗсене, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшнине ӑшшӑн аса илет.

Анне пуласси – калама ҫук пысӑк телей, вышкайсӑр яваплӑх. Эсир, ку чухнехи хӗрарӑмсем, анне тивӗҫӗсене пурнӑҫланипе пӗрлех обществӑпа политика ӗҫне те хастар хутшӑнатӑр, пур чухне те хӑвӑра ырӑ та тарават тытма пӗлетӗр.

Чӑваш Енре ачасене воспитани парас тата ҫемье сумне ҫӗклес ӗҫре амӑшӗсен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ, ачаллӑ ҫемьесене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ, хӗрарӑмсене обществӑлла пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Республикӑра амӑш капиталӗн, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программисем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, социаллӑ инфраструктура аталанать. Социаллӑ ыйтусене саккунсем йышӑнса татса парасси Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗҫӗнчи чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнӑ май депутатсем ку ӗҫе самантлӑха та манса хӑвармаҫҫӗ.

Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас енӗпе тытса пыракан патшалӑх политики ырӑ улшӑнусем тума май пачӗ – республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланаҫҫӗ, ҫемьесене тӑван мар ачасене хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ.

Хаклӑ аннесем! Сире уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ачасемпе ҫемье телейӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн ҫӗре ҫити пуҫ таятӑп. Ырлӑх- сывлӑх, юрату, ӑнӑҫусем сунатӑп!

 Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                           А.Е. Егорова

 

Уважаемые женщины Чувашской Республики!

Дорогие мамы!

От всей души поздравляю вас с теплым и душевным праздником – Днем матери!

Мама – первый наставник, мудрый советчик и самый преданный друг. Материнская любовь согревает нас, помогает преодолевать испытания, верить в себя. И сколько бы нам ни было лет, мы всегда с теплотой вспоминаем добрые мамины слова, ее заботливые руки, ласковый взгляд.

Быть матерью – большое счастье и огромная ответственность, нелегкий повседневный труд. Вы, современные женщины, успешно сочетаете материнские обязанности с трудовой, общественной и политической деятельностью, оставаясь при этом милыми и обаятельными.

В Чувашии придается особое значение роли матери в воспитании детей и укреплении престижа семейных ценностей, уделяется большое внимание поддержке семей с детьми, самореализации женщин во всех сферах общественной жизни. В республике реализуются программы материнского капитала, льготной ипотеки для многодетных семей, развивается социальная инфраструктура. Законодательное обеспечение решения социальных вопросов является одним из важнейших направлений деятельности Государственного Совета Чувашской Республики и постоянно находится в центре внимания его депутатов.

Отрадно, что государственная политика охраны материнства и детства дает положительные результаты: с каждым годом в республике становится больше крепких дружных многодетных и приемных семей.

Дорогие мамы! Земной вам поклон за душевную щедрость, неустанную заботу о своих детях и семьях, безграничное терпение и оптимизм. Желаю счастья, здоровья, любви и семейного благополучия!

 

         Председатель

Государственного Совета

  Чувашской Республики                        А.Е. Егорова

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ