Республикăра пуҫласа Чăваш тĕррин кунне халалласа чаплă уяв ирттернĕ

27.11.2020 11:35 | просмотров: 1037
Республикăра пуҫласа Чăваш тĕррин кунне халалласа чаплă уяв ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕррин кунне халалласа ирттернĕ чаплă мероприятине хутшăннă.  Регионта ҫак уява пуҫласа ирттереҫҫĕ. Ăна республикăра уявсен календарьне кĕртме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн юпа уйăхĕнчи 17-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетнĕ ăна. Несĕлсем ĕмĕртен-ĕмĕр тытса пынă паха йăла умĕнче пуç тайса кăна мар, ăна малалла та аталантарма тĕв тытса. Уявăн тĕп пĕлтерĕшĕ – наци халăхĕн йăли-йĕркине упрасси, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатасси, тавра курăмлăха ӳстересси, несĕлĕмĕрсен пуян туприне ламран лама куҫарса пырасси.  Ҫитĕнекн ăрăва чăвашсен тĕп пуянлăхĕпе паллаштарса, ăна ăша хывса пыма вĕрентесси те ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  

Паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулнă.  Онлайн ҫыхăвăвĕ мелĕпе йĕркеленĕ мероприятине республикăра пурăнакан кашни хастар хутшăнма пултарайнă. Уҫă мероприяти пурин кăмăлне те ҫĕклесе янă.  

Пуҫтарăннă хăнасем палăртнă кун, савăнăҫлă уявăн торжествăлла пайĕ пуҫланиччен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле ятарлă куравсемпе паллашнă, тĕрĕ ăстисемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Кашни тĕрĕ хăйне евĕр тĕп пуянлăх. Унта чăваш тĕнчи сăнарланă тесен те йăнăш мар. Кашни алĕҫ ĕҫченĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартса пама пикеннĕ, халăхăн тĕп культурин пайне кирлĕ таран илемлĕн сăнарлама хăтланнă.  

«Чăваш тĕрри – республикăри чăвашсен тĕп пуянлăхĕ, тупра.  Вăл чĕрĕ кăна мар, кулленех вăй илсе аталанса пыни куҫкĕретех.  Республикăра  Чăваш тĕррин музейĕ пур. Унта шăпах та, кашни ăстаҫă тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллашма пултарать. Пуян ăстаҫăсен алĕҫĕсемпе паллашма питĕ меллĕ.  Аслă ҫултисем тĕрĕне кулленех тĕрлеҫҫĕ. Кашни ҫын чăваш тĕнчин пуянлăхне ӳкерсе кăтартма пикенет, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырать. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – шкулсенче ăстаҫăсен урокĕсене йĕркелесе ярасси. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ ăстине вĕренсен, вĕсен ăс-хакăл тĕнчи тата та пуянланасси пĕрре те никама та иккĕлентермест», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Енре палăртнă уява тĕпе хурса «Сурпан « Пĕрле» акци йĕркеленĕ. Вăл мероприятине республикăри мĕнпур районсемпе хуласенчен ăстаҫăсем хутшăннă.  Ятарлă чаплă парнене - сурпана Чăваш Патшалăх ташăпа юрă ансамблĕ халăха илемлĕн кăтартса панă.  

Уявра ҫĕнтерӳҫĕсене, камсен сурпанĕ чи илемлĕ, наградăсем парса хавхалантарнă,  Чăваш автономине 100 ҫул ҫитнине палăртакан медале парса чыс тунă.

Аса илтеретпĕр, ҫак уява чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирттерме ăнсăртран йышăну туман. Вăл кун шăпах та, тĕрĕ ăсти - Екатерина Ефремова ҫуралнă. Вăл тĕнчипех палăрнă тесен те йăнăш пулмĕ. Ҫĕршыври кашни кĕтесрен килекен унăн тĕррипе час-часах кăсăкланать, вĕренсе пыма тăрăшать тесе ҫирĕплетеҫҫĕ музей ĕҫченĕсем. Паллă ăстаҫă чăваш культурине пысăк тӳпе хывнă.  Професси тĕлĕшĕнчен ăсталăхпа палăртнă ҫын ыттисемшĕн паха тĕслĕхре.  Эпир, ҫитĕнекен ăру, унăн алă ĕҫĕсене ĕмĕр вĕренсе пыма тăрăшăпăр, чăвашсен тĕп туприне ăша хывса пыма шантаратпăр. 

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ