Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем − 2021» фестиваль иртет
14.12.2020 12:45 | просмотров: 1316

Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем − 2021» фестиваль ирттерет. Фестиваль дистанци мелĕпе иртет, унта пур ÿсĕмри ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Видеоматериалсене заявкăпа пĕрле кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: huzangay2021@mail.ru. Фестиваль тÿлевлĕ иртет. Хакĕ 100 тенкĕ.
