Çĕнĕ кĕнеке/ Новая книга: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. 4-мӗш том: П—С = Толковый словарь чувашского языка. Т. 4: П—С.

23.12.2020 13:47 | просмотров: 1875
Çĕнĕ кĕнеке/ Новая книга: Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. 4-мӗш том: П—С = Толковый словарь чувашского языка. Т. 4: П—С.

Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. 7 томлӑ. 4-мӗш том: П—С / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ; Г.А. Дегтярёв редакциленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2020. — 327 с.

Ӑнлантару словарĕн тӑваттӑмӗш томне П, Р тата С сас паллисенчен пуҫланакан сӑмахсем кĕнӗ. Авторсем чӑваш чĕлхин пуянлӑхĕпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерĕшĕпе е пӗлтерĕш ярӑмĕпе, ҫирĕпленнӗ ҫыхăнӑвĕсемпе тата пуплеври тĕслĕхсемпе паллашма пултарать.

Ӑнлантару словарĕ тӑван чĕлхене хаклакан, ӑна лайӑхрах пӗлме тӑрӑшакан ҫынсене усӑллӑ пулӗ.

Толковый словарь чувашского языка. В 7 т. Т. 4: П—С / Чувашский государственный институт гуманитарных наук; под ред. Г.А. Дегтярёва. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020. — 327 с.

Четвертый том «Толкового словаря чувашского языка» содержит слова на буквы П, Р и С. Дается толкование слов и устойчивых сочетаний, приво­дятся иллюстрации словоупотреблений. Словарь составлен с учетом измене­ний, которые произошли в лексике чувашского языка в постсоветское время.

Предназначен широкому кругу читателей — всем, кто интересуется чувашским языком, любит и ценит родное слово.

 

УМĔН КАЛАНИ

Сирĕн умра — «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» ятпа тухса пыракан ăнлантару словарĕн тăваттăмĕш томĕ. Пирĕн тĕллев малтанхи пекех — вулакана, пĕлес текене тăван сăмах тĕнчипе тĕплĕнрех паллаштарасси. Словарьте пин-пин сăмах алфавит йĕркипе карталанса пырать: чылайăшĕ — авалхи мăн асаттесен халалĕ, хăшĕ-хăшĕ — иртнĕ ĕмĕрсенчи кукаçи-кукамайăн парни, виççĕмĕш ушкăнĕ — атте-анне саманин ахрăмĕ, тăваттăмăшĕ — хамăрăн çулсенчи, пиллĕкмĕшĕ вара — çап-çамрăкки, ача-пăчапа тантăшши. Вĕсене пурне те паянхи курăмпа тишкерсе ăнлантарма тăрăшрăмăр. Сăмахăн тĕрлĕ варианчĕсене кăтартнин те усси пулĕ — çакă малашне литература чĕлхине килĕшӳллĕрех нормăлама пулăшĕ.

Аса илтеретпĕр: ăнлантару словарьне филологсемшĕн çеç мар, тăван чĕлхене хаклакан кашни çыншăн хатĕрленĕ. Çавăнпа словарь тытăмĕ ансат.

Алфавит йĕркипе вырнаçтарнă тĕп сăмаха шултра сас паллисемпе çырнă. Омонимсене пĕчĕкçĕ араб цифри (индекс) хушса уйăрнă. Пĕр-пĕр сăмах пуплевре хăй тĕллĕн палăрмасть пулсан ун хыççăн икĕ пăнчă лартнă та сăмах çыхăнăвне кăтартнă.

Сăмахăн кашни пĕлтерĕшне хулăн цифрăпа паллă тунă, курăмлăрах пулма çĕнĕ йĕркерен пуçласа çырнă. Пуплевре палăракан уйрăмлăхсене, пĕлтерĕш сĕмĕсене йĕкĕр тӳрĕ йĕр ( || ) хыççăн кăтартнă. Лексемăн çирĕпленнĕ формине е сăмах çаврăнăшне пайăррăн палăртмашкăн тайлăк тăваткăлпа (◊) усă курнă.

Тĕп сăмаха ăнлантарнă хыççăн тăтăшрах тĕл пулакан сăмах майлашăвĕсене асăнтăмăр, вĕсене предложенирен тăваткăлпа (□) уйăртăмăр.

Хăш-пĕр вырăс сăмахĕпе пуплевре час-часах усă кураççĕ, çав ăнлавăн чăвашла ячĕ пуррине шута илмеççĕ. Кун пек йышăнусене словаре кĕртнин тĕп сăлтавĕ — чăвашла тӳркилӳсене аса илтересси, пуплеве тасарах тума пулăшасси.

Словарьти ăнлантарăва хăт кӳрекеннисем, ăна уçăмлăрах та ĕнентерӳллĕрех тăваканнисем — тĕрлĕ йышши литературăран, халăх сăмахлăхĕнчен, хаçат-журналтан, Тĕнче тетелĕнчен (Интернетран) илнĕ тĕслĕхсем. Тăваттăмĕш томăн уйрăмлăхĕ — чăвашла куçарнă илемлĕ хайлавсемпе кăшт ытларах усă курни. Кун йышши çăлкуçа ялан тенĕ пекех тăлмачăн ячĕпе палăртрăмăр. Çавăнпа та Николай Евстафьев, Митта Ваçлейĕ е Валентин Урташ йышши ятсене кĕтмен предложени хыççăн курсан ан тĕлĕнĕр. Сăмах май çакна та асăрхаттарса хăварар: И. Митта тесе кăтартни ку хутĕнче Иван Миттана пĕлтерет. Вăл хăй вăхăтĕнче Жюль Вернăн «Грант капитан ачисем» романне куçарса кăларнă, унтан темиçе тĕслĕх илтĕмĕр.

Чылай чухне сăмахăн пĕлтерĕшĕсем пĕр-пĕрне питĕ çывăх — анлă контекстра кăна уçăмланаççĕ. Словарьте вара предложенисене йышлă пама май çук. Çавăнпа хăш-пĕр тĕслĕх хăй вырăнĕнче мар пек туйăнма пултарать.

Виççĕмĕш том ум сăмахĕнче асăрхаттарнăччĕ ĕнтĕ: П сас паллипе пуçланакан сăмахсен икĕ пысăк ушкăнĕ тĕрлĕ сăлтава пула иртнĕ кăларăма кĕреймерĕ. Шантарнă пекех, вĕсене ку тома вырнаçтаратпăр. Словарьпе усă кураканшăн ку меллех мар ĕнтĕ, анчах хăнăхса çитсен пысăк йывăрлăх пулмĕ. Пĕр — Пĕшкĕрт сыпăка словарь валли А.П. Долгова хайларĕ, Пурĕш — Пуянлăх пайăн авторĕ — И.П. Семёнова.

Р сас паллирен тытăнакан сăмахсемпе Г.А. Дегтярёвпа Н.А Плотников ĕçлерĕç.

С сас паллипе пуçланакан сăмахсен ăнлантарăвне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче Ю.Ф. Ефимов çырса хатĕрленĕ пулнă. Унтанпа ăнлантару словарĕн концепцийĕ те урăхланчĕ, чăваш лексикографийĕ те аталанса пычĕ. Çавăнпа та халь асăннă сăмахсен пĕлтерĕшĕсене çĕнĕлле уйăрма, вĕсене урăхла ăнлантарма тиврĕ, тĕслĕхĕсем те чылай улшăнчĕç. Ку ĕçе Г.А. Дегтярёв пурнăçларĕ. Çапах та Юрий Филипповичăн ал çырăвĕнчи хăш-пĕр сыпăксене упраса хăварма май килчĕ. Тĕслĕхрен, савăнăç лексемăн пĕлтерĕшĕсене тĕп-тĕрĕс ăнлантарнă тееймĕпĕр, анчах унта авторăн хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕ, шырав çул-йĕрĕ палăрса тăрать. Çакă тепĕр словарьçăн ĕç принципĕсемпе паллашма тата чăваш лексикографийĕн аталанăвне курма май парать.

Словарьти çĕнĕ сăмахсемпе пĕлтерĕшсене яланхи пекех Г.А. Дегтярёв ăнлантарса пачĕ. Кун пек чухне тĕслĕхсен вĕçне дата лартрăмăр — хăш çулхи кăларăмран илнине кăтартса хăвартăмăр.

«Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекипе» çыхăннă сĕнӳсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн словарьсен уйрăмне çитерме ыйтатпăр.

Сăмах кĕнеки сирĕншĕн усăллă пултăрччĕ, тăван чĕлхене лайăхрах ăнланма пулăштăрччĕ!

Фотографии