Юрий Виноградов тĕпчевçе халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнин ăслăлăх никĕсĕ» конференци иртет

14.01.2021 13:10 | просмотров: 1548
Юрий Виноградов тĕпчевçе халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнин ăслăлăх никĕсĕ» конференци иртет

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2021 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ю.М. Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачĕ, доцент 75 çул тултарнине халалласа «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнин ăслăлăх никĕсĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ ирттерет.

Конференци программине çак ыйтусемпе докладсем кĕртме палăртнă:

  • «Хальхи чĕлхепе литература вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсем»;
  • «Тăван чĕлхепе литературăна нумай чĕлхелĕх талккăшĕнче вĕрентесси»;
  • «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче этнокультура аспектне шута илсе вĕрентесси»;
  • «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентмелли хальхи технологисем».

Конференцие хутшăнма тĕпчевçĕсене, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсене йыхравлатпăр.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

 

Ю.М. Виноградов пирки тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла:

Пирӗн ҫӗршыври чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем: Виноградов Юрий Михайлович (01.01.1946)

ВИНОГРАДОВ Юрий Михайлович

Прикрепленные файлы

Программа 1.42 Mb | загрузили: 534