Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата 115 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă

20.01.2021 11:05 | просмотров: 951
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата 115 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Хыпар» хаҫата 115 ҫул ҫитнине халалласа ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва хутшăннă.

Пултарулăх ушкăнне чи малтан регион Ертӳҫи тав сăмахĕсем каланă, чăваш чĕлхине тата йăла-йĕркипе культурине упраса аталантарас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн мухтанă.  Хаҫат 1906 ҫулта пĕрремĕш хут кун ҫути курнă. «Хаҫатра ĕҫлекен журналистсем яланах пысăк ĕҫ тăваҫҫĕ, вĕсен хисепĕ те ҫӳлтен ҫӳле ӳссех пырать», - тесе хакланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

«Халь ĕҫлекен ушкăнри ҫынсем пысăк профессионалсем. Вĕсем пирки халăх та ҫаплах калать.   Хаҫатра тăрăшакансем кулленех социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне витĕм кӳреҫҫĕ, ырăран та ырă сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ, ҫынсем патне паха та кăткăс, кăсăклă хыпарсем калăпласа илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ.  Сире вулакансем чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ. Ку вара чи кирли», - тенĕ Олег Николаев.  

«Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина Чăваш Ен Пуçлăхне хаçат историйĕпе паллаштаракан альбом парнеленĕ. Вăл хальлĕхе тулли мар-ха. «Республика летопиçне сирĕнпе пĕрле çырасса шанатпăр», - тенĕ Татьяна Геннадиевна.

Паллă кун салам сăмахĕсем ҫумне Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Кристина Майнина хутшăннă, отраслӗн мӗнпур ӗҫченне пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, республикӑра пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ чухне влаҫ органӗсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тунă.

Тĕлпулăва пресс-конференци мелĕпе малалла тăсиччен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахĕпе Олег Николаев «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторне Елена Атамановăна хавхалантарнă, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май юбилей медалĕпе «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн тишкерӳçине Роза Власовăна, хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн ятарлă корреспондетне Валентина Багадеровăна, асăннă пайăн тишкерçине Ирина Клементьевăна, «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторне Маргарита Ильинана чысланă.

1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă кăларăм хальхи вăхăтра - пысăк издательство çурчĕ. Унăн йышлă çемйинче - 7 хаçатпа 2 журнал. Çывăх кунсенче йыша икĕ район хаçачĕ кĕрет. Вĕсене халăх юратса пĕтĕм чун-чĕререн вулать. Социаллă сетьсенче те ҫамрăксем вĕсемпе ҫыхăну тытаҫҫĕ, тăтăшах хаҫатсем  кăсăклă пулни ҫинчен пĕлтереҫҫĕ.

Издательство ҫуртĕнче пурĕ 60 ытла ҫын вăй хурать. Вĕсенчен иккĕшĕ РФ тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕсем. Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ культура ĕҫченĕ ята ҫиччĕшĕ илнĕ.  

Пĕр пухăннă пек чухне журналистсем Олег Николаева хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă.

Журналистсем чăваш тĕррин шкулĕ еплерех пулассипе те кăсăкланнă. Олег Алексеевич çак шкула ытти халăхăн тĕррине вĕрентессине те кĕртсен аван пулмалла тесе шухăшлать. Мĕншĕн тесен республикăра 128 наци çынни пурăнать.

«Массăллă информаци хатĕрĕсен хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ятсем туса хума май çук-ши?», - тенине те Олег Алексеевич «Лайăх сĕнӳ», - тесе йышăннă.

Чăваш чĕлхине садиксенче вĕрентсен аван пулмалла тенине Олег Николаев татăклăнах ырланă. «Чăваш чĕлхи кашни кун çеç мар, кашни çĕрте пулмалла. Çак ĕçе малалла йĕркелесе пырăпăр», - çирĕплетсех каланă республика ертӳçи. Тĕплĕнрех уҫă калаҫу пирки  хыпарсем хаҫатăн ҫитес номерĕсенче пичетленсе тухĕҫ.  

Фоторепортаж   

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ