Гаврил Федоров ячӗллĕ «Авалхи юрӑсен сасси» виççĕмĕш фестиваль-конкурс иртрӗ

21.01.2021 13:26 | просмотров: 931
Гаврил Федоров ячӗллĕ «Авалхи юрӑсен сасси» виççĕмĕш фестиваль-конкурс иртрӗ

Гаврил Федоров ячӗллĕ «Авалхи юрӑсен сасси» виççĕмĕш фестиваль-конкурс иртрӗ

 Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн авалхи сӑвӑҫ-юрӑҫĕсене асра тытать. Чи ӑста юрӑҫсенче пӗри вӑл – иртнĕ ӗмӗрте пурӑннӑ юрӑҫӑ Гаврил Федоров. Вӑл 800 ытла халӑх юррисене пухса музыка историне кӗрсе юлчӗ. 1927-1957 ҫулсенче чӑваш халӑхӗн 800 юррине ҫырса илнӗ, вӗсене тӗрлӗ сборниксене кӗртнӗ. Композиторсем, фольклористсем вӗсене пухса паянхи ӑру патне ҫитереҫҫӗ.

 Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче ЧНК культура комитечӗ пуҫарса янӑ «Аваллаха упраса, малашлӑха ӗненсе» проектпа килӗшӳллӗн Гаврил Федоров ячĕллĕ «Авалхи юрӑсен сасси» регионсен шайĕнчи виççĕмĕш фестиваль онлайн мелĕпе иртрӗ. Фестивалĕн тĕп авторĕ тата йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, фольклорист, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Наталия Арсентьева.

Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир чӑваш халăхӗн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи чӑваш халӑх юррисене сыхласа хăвараса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн. Форумӑн девизӗ те янравлӑ - «Малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленетӗр пулсан, иртнине пӗлмелле».

 Хальхи вăхăтра халăх юррисене фольклор ансамблĕсем шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Ентешсем юрă пурнăçра кирлине тепĕр хут ăнланса илсе уявсенче савăнса юрла пуçларĕç. Çавăнпа та пулĕ фестиваль Чăваш енре тата ытти регионсенче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене пӗрлештерчӗ. Чӑваш Республикинчен, Тюмень облаҫӗнчен, Питĕр хулинчен, Ленинград тăрăхĕнчен чăваш ансамблĕсемпе уйрăм юрăçсем хӑйсен ӗҫӗсене конкурса тӑратрӗҫ.

 Кăçал кăрлач уйăхĕнче тӳресем хутшăнакансене тĕрлĕ номинацире хакларĕç.

«Хăйне евĕр юрлакан юрăç», «Гавриил Федоров юррине чи лайăх шăрантаракан», «Хăйне майлă пултаруллă юрăç», «Халăх культурине сыхласа упранăшăн» номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн юррисен пуянлăхне анлăн уçса пачĕç.

Чӑваше Ене час-часах ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗ тетпӗр. Халӑх историйӗнче, унӑн кашни тапхӑрӗнче ҫав вӑхӑт юррисем пулнӑ. Вӗсем савӑнтарнӑ, йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшнӑ, хавхалантарнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре каякансен те хӑйсен юррисем пулнӑ. Ӗҫ савӑнӑҫ кӳтӗр тесе халӑх тӗрлӗ юрӑ кӗвленӗ. Авӑн ҫапакансен, пир ҫапакансен, ака-сухаҫӑсен, ҫӑм тапакансем, катка-пичке тӑвакансем, тимӗрҫӗсен, утӑ ҫулакансен ятарлӑ юрӑсем пулнӑ. Кашни уяв валли тата хӑй евӗрли. Ҫав юрӑсем ҫырулӑх пулман пирки хут ҫине юлман. Ҫапах та ламран лама куҫса пынӑран паянхи кунченех пурӑнаҫҫӗ.

Пӗччен юрăçăсем тата тĕрлĕ ушкӑнсем Гаврил Федоров репертуарĕнчи юрăсене: «Мĕн лайăхрах», «Ăçта каян чĕкеç», «Ой милой чотикас», «Сад пахчинчи олмаççи», «Ан, ан кĕрÿ ут çинчен», «Хора та вăрман варĕнче», «Юратмастӑн эс мана», «Сад пахчинчи улмуççи» шăрантарчĕç.

Чӑваш кĕввиюррине тӗпчесе вӗренме Гаврил Федоровӑн юррисем калама ҫук хаклӑ материал пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем тӑван халӑхӑн музыка культурине аталантарас ӗҫре татах та пысӑк вырӑн йышӑнӗҫ.

Вера Архипова, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи

Фотографии