Власова Роза. Тинкеле пĕçернине халĕ никамах та астумасть, е Мĕн вăл — кăстрăмпи? // Хыпар. - 2021. - Пуш, 5.

Тинкеле пĕçернине халĕ никамах та астумасть,
е Мĕн вăл — кăстрăмпи?
Ку темăпа унччен диссертаци çыракан пулман. Диссертаци кăна-и? Кĕнеке те сайра тухнă. Сăмахăм чăваш наци апачĕ çинчен. Истори наукисен кандидачĕ Евгения Сергеева чăваш апат-çимĕçне ятарласа тишкернĕ. Унăн диссертацийĕн теми: «Анатри чăвашсен апатлану культури». Наци кухни пирки калаçма ăсчаха «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
«Хула çыннисем хуплăва, шăрттана асăнаççĕ. Улма кукли, улма икерчи, пÿремеч, шаркку, пултăран яшки пулнине пĕлеççĕ, анчах тăвараллă çу йышшисем пирки нимĕн те калаймаççĕ»
Лавккари калушсене туянса пĕтернĕ
— Евгения, мĕншĕн шăпах çак темăна суйларăн?
— Манăн диплом ĕçĕ килĕшнĕрен 2005 çулта Валерий Григорьев Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ĕçлеме чĕнчĕ. Малтанах типографи пайĕнче вăй хутăм, этнологи секцине 2007 çулта çеç куçрăм. Истори наукисен докторĕ Петр Денисов наука ĕçĕн ертӳçи пулчĕ. «Çак темăпа çыракан пулман», — тенĕччĕ профессор ку ĕçе пикенсенех. Уйрăм статьясем пулкаланă паллах, анчах тĕплĕн тишкермен. Малтан уйрăм-уйрăм статьясем çыртăм, экспедицисене çӳрерĕм.
— Экспедицисене ăçта кайрăн?
— Елчĕк, Патăрьел тата Комсомольски районĕсене. «Тури чăвашсемпе танлаштарса тишкермелле», — терĕç мана каярахпа. Вара Чăваш Енпе Мари Республикин чиккинче вырнаçнă, Етĕрне районне кĕрекен Пушкăрт ялне кайрăм. 2006-2009 çулсенче аспи¬рантурăра вĕрентĕм. Эпĕ хӳтĕленсе ĕлкĕреймерĕм, наука ертӳçи Петр Владимирович пурнăçран уйрăлчĕ. Вара ку тивĕçе Екатерина Ягафова хăй çине илчĕ. Диссертацие тă¬ван университетрах хӳтĕлерĕм.
— Экспедицисенче мĕн тăваттăн? Ял çыннисем чăваш апачĕсене пĕçерсе çитеретчĕç-и?
— Пĕррехинче студентсемпе пĕрле Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрата кайнăччĕ. Пире ытларах чухне пĕччен кинемейсем патне пурăнма вырнаçтаратчĕç. Ватăсем ĕлĕкхи апатсем çинчен нумай каласа кăтартатчĕç. Ыйтса пĕлме, чăнах та, питĕ интереслĕччĕ. Эпир, телее темелле-ши, шăпах Питрава лекрĕмĕр. Вĕсем уявра çырла кукли пĕçерчĕç. «Халĕ вăрмана çӳреместпĕр, пахчари çырласенчен кукăль янтăлатпăр. Ĕлĕк хура çырларан пĕçереттĕмĕр», — салхуллăн палăртрĕ кинемей. Ӳркенмерĕ вăл, пире кукăль пĕçерсе çитерчĕ. Ăна сăн та ӳкернĕччĕ. Пушкăрт ялĕнче вара пирĕн валли ятарласа ĕне ырри хатĕрлерĕç. Етĕрне районĕнче ăна тăпăртани теççĕ. Унта та эпир кинемей патĕнче пурăнтăмăр. Тепĕр самант та кăсăклăх вăратнăччĕ. Акă, сăмахран, Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче Питравра паянхи кунчченех урамĕ-урамĕпе шӳрпе пĕçереççĕ. Çĕнĕ Мăратрах унашкал йăла çук, кукăль кăна янтăлаççĕ. Патăрьел районĕнчи Çĕньялта пулнине вара нихăçан та манас çук. Унта çитсенех çумăр çума пуçларĕ, кашни кун витререн тăкнă пек лӳшкерĕ. Пире шкул общежитине вырнаçтарчĕç. Уяр çанталăкра çула тухнăран уçă пушмак кăна тăхăннăччĕ. Кунта — пылчăк, сивĕ… Лавккари пĕтĕм калуша, ăшă нускисене туянса пĕтертĕмĕр. «Студентсем килчĕç, калушсене илсе кайрĕç», — тенĕ сутуçăсем. Ватăсемпе клубра тĕл пулаттăмăр е килĕсенче калаçса лараттăмăр. Пĕррехинче кăнтăрла пĕр карчăк патĕнче пултăмăр. «Каçхине килĕр, сире турăх пĕçерсе çитерĕпĕр», — чĕнчĕ пире ватă çыннăн кинĕ. Студентсене ял çыннисем шеллетчĕç, мĕн пуррине йăлтах сĕтел çине кăларса лартатчĕç. Пĕррехинче пирĕн валли ятарласа çĕр улми пĕçерчĕç, хăяр кăларчĕç, компот вĕретрĕç. Садра, улмуççи айĕнче лартăмăр. Шăмăршă районĕнче вара паянхи кунчченех кăстрăмпи пĕçереççĕ. Тутарсен кыстыбыйĕ евĕр вăл. Çĕпре ямасăр çăрнă чустаран çатмара икерчĕ янтăлаççĕ. Ăшăллах унта çĕр улми нимĕрĕ сараççĕ те икерче хуплаççĕ… Экспедицисене çӳреме питĕ кăсăклăччĕ, мана сĕре килĕшетчĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
