Литература тĕпелĕ. 12.05.2021 кăларăм. Хăнара паллă çыравçă, журналист, ЧПГĂИ ĕçтешĕ Людмила Сачкова

18.05.2021 11:14 | просмотров: 948
Литература тĕпелĕ. 12.05.2021 кăларăм. Хăнара паллă çыравçă, журналист, ЧПГĂИ ĕçтешĕ Людмила Сачкова

Литература тĕпелĕ. 12.05.2021 кăларăм. Хăнара паллă çыравçă, журналист, Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн пичет пайĕн ĕçтешĕ Людмила Сачкова.

СЮЖЕТ

 

Справка.

САЧКОВА Людмила Николаевна 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен икĕ çул Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, унтан «Коммунизм ялавĕ» хаçата ĕçлеме куçнă, ревизи корректорĕнче вăй хунă, каярахпа «Пике» журналта, вун виçĕ çул Чăвашрадио редакторĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн «Хыпар» хаçатра информаци пайĕн пуçлăхĕнче, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра пай пуçлăхĕнче вăй хунă. Халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакципе издательство пайĕнче техника редакторĕ пулса тăрăшать.

Л.Сачкова пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан» /1998/ спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату турри» /2000 /, «Эсĕ кайрăн та…» /2002/, «Çухалнă хуркайăк çулĕ» /2004/ спектакльсене сцена çине кăларнă. 2011 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче Людмила Сачкова çырнă «Пĕртен-пĕрескерĕм» пьеси тăрăх лартнă спектакль тухнă.

Л.Сачкова – 2003, 2012 çулсенче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» номинаци лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки 2003 çулта Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.

http://hypar.ru/cv/sikse-yuhat-hula-cyrmi-roman-sypakesem