ЧНК: Гавриил Федоров ячĕллĕ фестивале пĕтĕмлетрĕмĕр

04.06.2021 14:23 | просмотров: 1462
ЧНК: Гавриил Федоров ячĕллĕ фестивале пĕтĕмлетрĕмĕр

Халӑхӑн йӑли-йӗрки, юрри-ташши ӗмӗртен ӗмӗре куҫса пырать. Пурнӑҫ та шав малалла шӑвать, улшӑнать. Ҫавӑнпа та халӑх пуянлӑхне малалла аталантарас, упраса хӑварас тӗллевпе пуҫарса янӑ та ӗнтӗ Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ «Аваллăха упраса, малашлӑха ӗненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсене (авторӗ Вера Архипова). Палӑртнӑ проектпа килӗштерсе Гаврил Федоров ячӗллĕ регионсем хушшинчи «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль кӑҫал тӑваттӑмӗш мӗш хут онлайн мелĕпе иртрӗ.
Конкурсӑн тĕп авторĕ тата йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, фольклорист, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Наталия Арсентьева. Çак конкурс-фестивале йĕркелесе эпир чӑваш халăхӗн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи чӑваш халӑх юррисене сыхласа хăвараса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн. Гаврил Федрович Федоров (1878-1962) халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Вăл хăйĕн асĕнче 750 юрă ытла тытнă, вĕсене тĕпчевçĕсене 1932, 1949—1950 çулсенче çыртарнă. Халӑх юрӑҫи петемпе 800 ытла юрӑ пухса музыка историне кӗрсе юлчӗ.

«Авалхи юрӑсен сасси» конкурс-фестивале хутшăнакансем регионсенчи тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тюмень, Чӗмпĕр, Самара тăрăхĕнчен, Питӗрпе Ленинград, Иркутск облаҫӗсенчен, Мускавран куçăмсăр майпа тăратрӗҫ.

Тӳресем хутшăнакансене икĕ номинацире хаклĕç: «Уйрам юрăҫсем» тата «Фольклор ушкăнĕсем». Çавӑн пекех конкурсантсем «Хăйне евĕр юрлакан юрăç»,«Гавриил Федоров юррине чи лайăх шăрантаракан», «Хăйне майлă пултаруллă юрăç», «Халăх культурине сыхласа упранăшăн» номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчӗҫ. Пӗччен юрăçăсем тата тĕрлĕ ушкӑнсем Гаврил Федоров репертуарĕнчи юрăсене -1. «Чопромор», «Мĕн лайăхрах», «Таван,сана лайах-и?», «Ăçта каян чĕкеç», «Ой милой чотикас», «Сад пахчинчи олмаççи», «Ан, ан кĕрÿ ут çинчен», «Хора та вăрман варĕнче», «Юратмастӑн — эс мана», «Сад пахчинчи улмуççи» шăрантарчĕç. – видеосем ярса панӑ

Хаклӑ конкурсантсем! Эсир ламран лама куҫса пыракан халӑх юррине упраса малалла аталантарса пырса наци сумне, чапне ҫӳле ҫӗклетӗр. Ҫак пархатарлă ĕçре çĕнĕ малалла та ӳсĕмсемпе палăрма çирĕп сывлăх сунатпăр, пултарулăх çулĕ анлă та такăр пултăр.

Вера Архипова,

ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи

 

Тĕплĕнрех çакăнта пăхмалла: Чăваш наци конгресĕ