Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтеле йыхравлатпăр

07.06.2021 15:40 | просмотров: 543
Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтеле йыхравлатпăр

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш Республикин наци библиотеки Сире 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртекен Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтеле йыхравлаççĕ. 15 сехетре пуçланать.

 

ПРОГРАММА

Тухса калаçакансем / Выступления

Родионов Виталий Григорьевич, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор

Басманцев Дмитрий Викторович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх секретарĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Студенцов Олег Ростиславович, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Кибеч Анатолий Ильич, Чăваш халăх писателĕ

Осипов Николай Николаевич, И.Н. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Çавра сĕтел ĕçне пĕтĕмлетни

Прикрепленные файлы

Программа 553.58 Kb | загрузили: 26