Шупашкарсем Петр Яковлевăн (Петĕр Яккусен) тăван çĕрне-шывне кайса курчĕç

10.06.2021 10:07 | просмотров: 425
Шупашкарсем Петр Яковлевăн (Петĕр Яккусен) тăван çĕрне-шывне кайса курчĕç

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкартан Упаçырми ялне пĕр ушкăн çул тытрĕ. Паллă ăсчах, тĕпчевçĕ, обществăпа политика хастарĕ Атнер Хусанкай, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, çыравçă Владимир Степанов, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, çыравçă Галина Антонова тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен  институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ секцийĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ Александр Кузнецов ăслăлăхра та, вĕренÿ ĕçĕнче те, литература анинче те, куçару ĕçĕнче те тарăн йĕр хăварнă Петр Яковлевăн (Петĕр Яккусен) тăван çĕрне-шывне кайса курчĕç. Çил çунатлă хапха умĕнче хăнасене паллă ентешĕмĕрĕн мăшăрĕ Светлана Зиновьевна кĕтсе илчĕ. Джек ятлă йăм хура тĕслĕ кил хуралçи хăнасем килессе кĕтмен пулмалла, шанмасăртарах пăхса кĕтсе илчĕ, анчах та Петр Яковлевич пурăннă чухне кĕнĕ йăлапа хăнасене хуçалăхпа паллаштарма кăмăл тунă хуçине экскурси ирттерме чăрмантармарĕ. Пĕр сăввинче Петр Яковлевич карта çÿллĕш ÿснĕ хурăнсем пирки асăнать, халĕ вĕсем картаран темиçĕ хут çÿллĕрех çитĕнсе кайнă. Йăлтах пăхса çаврăнтăмăр тирпейлĕ те юратса çавăрнă çак йăвана. Унтан сăмсана тутлă кукăль шăрши кăтăклакан пÿрте кĕтĕмĕр. Кил хуçи Светлана Зиновьевна пÿрт ăшчиккипе паллаштарчĕ, тутлă кукăльпа, техĕмлĕ чейпе сăйларĕ. Унтан Петĕр Яккусен ĕмĕрлĕхе пурăнма куçнă автан авăтман яла кайса куртăмăр. Хăйĕн ашшĕпе тата амăшĕпе çуммăнах канлĕх тупнă пирĕн сумлă ĕçтешĕмĕр. Поэтсен вил тăпри çинче сăвă калас йăла вăй илнĕ. Халĕ те çак йăлана пăхăнса пуçтарăннă çынсем сăвăçăн хăйсен кăмăлне каякан хайлавĕсене каласа-вуласа пачĕç. Галина Антонова Петр Яковлевича юлашки çула ăсатма килеймен, анчах та вăл пирĕнтен уйрăлса кайнине пĕлсен сăвă хайланă пулнă. Вăл ăна вуласа панă хыççăн Светлана Зиновьевнăна парнелерĕ.

Тин çеç юр выртатчĕ, тăман вĕçтеретчĕ, Петр Яковлевича тимĕр кĕпер урлă каçарса ятăмăр… Унтанпа 5 уйăх иртсе кайрĕ. Хамăртан ĕмĕрлĕхех уйрăлнă ĕçтешĕмĕрсене, чăваш халăхĕн хастар ывăлне-хĕрне манас марччĕ! Эпир вĕсем çинчен аса илсех тăрсан вĕсем пурăнаççĕ…

 

Александр Кузнецов

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Фотографии