Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль иртет

15.09.2021 17:08 | просмотров: 843
Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» фестиваль иртет

2021 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 5-мĕш фестиваль иртет. Фестиваль Калайкасси шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш районĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский район, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3)

Фестивале пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

Фестивале виçĕ енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (шкул çулне çитмен ачасем тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ) тата «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен kalai_sh@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Çĕр-шыври лару-тăрăва пула фестиваль йĕрки кăшт улшăнма пултарать. Улшăнусем çинчен Калайкасси шкул сайтĕнче пĕлме пулать http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ

 

Сăн ÿкерчĕке çакăнтан илнĕ: http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru/?t=gal&eduid=4447&gal=85c440ba-2275-4d53-b032-b8b37d44547c

 

Приказ о проведении V республиканского фестиваля «Чăваш ачи чăвашах»

Положение о  V республиканском фестивале «Чăваш ачи чăвашах»

Форма заявки на участие в фестивале «Чăваш ачи чăвашах»

Положени

Заявка форми