Илпек Микулайне халалласа палăк уçнă // Хыпар. - 2021. - Авăн, 14.

15.09.2021 17:27 | просмотров: 767
Илпек Микулайне халалласа палăк уçнă // Хыпар. - 2021. - Авăн, 14.

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шăмăршă шкулĕн картишĕнче Чăваш АССР халăх çыравçине Илпек Микулайне /Николай Филиппович Ильбеков/ халалласа лартнă палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

Палăк авторĕ — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Кондрашкин скульптор ӳнерçĕ.

Илпек Микулайĕ тесен тӳрех унăн «Хура çăкăр» романĕ аса килет. Унта революци умĕнхи чăваш ялĕ сăнланнă. Çак хайлавра çыравçă тăван çĕре, унăн илемне, çыннисене юратни палăрать.

Мероприятие республикăн сумлă çыннисем хутшăнса нумай ăшă сăмах каланă. Çавăн пекех çыравçăн ывăлĕпе Аркадипе хĕрĕ Лариса та айккинче юлман, вĕсем çак палăка уçас ĕçе хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каланă.

Shemur.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕcем

 

Илпек Микулайне халалласа палăк уçнă // Хыпар. - 2021. - Авăн, 14.