Виталий Иванович Сергеев профессор пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитнĕ май ĕçтешĕсем Элĕк тăрăхне çул тытрĕç

15.10.2021 17:50 | просмотров: 1297
Виталий Иванович Сергеев профессор пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитнĕ май ĕçтешĕсем Элĕк тăрăхне çул тытрĕç

Çак эрнере Виталий Иванович Сергеев профессор пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 3 çул çитет. Çавна май И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем, ятлă-сумлă Элĕк ачин ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем унăн вил тăпри çине кайса палăк уçрĕç. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама Алена Михайловна Иванова, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, Владимир Александрович Иванов, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тăван мар чĕлхесен иккĕмĕш кафедрин профессорĕ, Екатерина Романовна Афанасьева, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ, Марина Петровна Савирова, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин доценчĕ, Ольга Николаевна Яковлева, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн чăваш филологийĕпе культура кафедрин аслă делопроизводителĕ, Виталий Григорьевич Родионов, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, Ирина Юрьевна Кириллова, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ, Александр Валерьянович Кузнецов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн филологи енĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ, Юрий Михайлович Виноградов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн ăслăлăх ертсе пыракан ĕçтешĕ, Андрей Львович Филиппов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ хутшăнчĕç.

Аса илтеретпĕр: 2018 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕнче 1973-1982 çулсенче аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, 2012-2017 çулсенче филологи енĕн чĕлхе пĕлĕвĕ секцийĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ паллă чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Виталий Иванович Сергеев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Вăл 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче çуралнă, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн акăлчан-чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. 1974 ç. «Способы выражения множественности в чувашском языке» темăпа диссертаци хÿтĕлесе филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, 1992 ç. «Основные тенденции развития лексической семантики чувашского языка» темăпа диссертаци хÿтĕлесе филологи ăслăлăхĕсен докторĕ ячĕсене тивĕçнĕ. Лексикологи, морфологи, морфемика, семасиологи, сăмах улшăнăвĕ ыйтăвĕсемпе кăсăкланнă. 140 ытла ĕç, çав шутра 30 ытла монографи, вĕренÿ пособийĕ, методика кăтарткăçĕ т.ыт.те авторĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологипе (10.02.20 специальность) тата Тăван çĕршыв историйĕпе (07.00.02 специальность) доктор тата кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлемелли канашсен пайташĕ пулнă. Ăна СССР ВДНХ медалĕпе (1956), «За доблестный труд. В ознаменование 100-летия со дня рождения В.И. Ленина» юбилей медалĕпе (1970), КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе (1980), Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотипе (2001 г.) т.ыт.те чысланă. Чăваш Республикин ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1997).

Виталий Иванович Сергеев пирки тĕплĕнрех çакăнта пĕлме пулать:

Хоть и ушел, пускай горит его звезда: скончался чувашский профессор Виталий Сергеев

Исследователи чувашского языка: Сергеев Виталий Иванович

ТРУДЫ ДОКТОРА ФИЛОЛОГИЧЕСКИХ НАУК, ПРОФЕССОРА ВИТАЛИЯ ИВАНОВИЧА СЕРГЕЕВА

Сергеев Виталий Иванович (д. Мартынкино)

Светлой памяти профессора СEРГEEВА Виталия Ивановича

Светлой памяти профессора СEРГEEВА Виталия Ивановича

Фотографии