"Чӑвашкино" бренчӗ Чӑваш Ен ҫинчен кинематографи енӗпе проектсене пурнӑҫлас текенсемшӗн пуриншӗн те тарават та уҫă пулĕ

21.10.2021 15:37 | просмотров: 921
"Чӑвашкино" бренчӗ Чӑваш Ен ҫинчен кинематографи енӗпе проектсене пурнӑҫлас текенсемшӗн пуриншӗн те тарават та уҫă пулĕ

Чăваш киновĕн малашнехи шăпи пирки предприятинче тăрăшакан пултарулăх ушкăнĕпе тата обществăлла пултарулăх лаҫҫинче вăй хуракансемпе пĕрле Чăваш Республикин пуҫлăхĕ Олег Николаев сӳтсе явнă. Калаҫу тĕпрен илсен киносене ӳкерес ĕҫе Чăваш наци телекуравĕнче тăрăшакансене явăҫтарасси. Енчен те предприятин тухăҫлăхне илес пулсан, тăкаклă ĕҫлени сисĕнет. Историллĕ ĕҫ хучĕсене Чăваш Республикин Культура министерствин патшалăх архивне парасси пирки ыйтăва хускатнă, сюжетсем ӳкерессине вара Чăваш Ен НТРК куҫарма килĕшнĕ.   

«Умри тĕллев – Чăвашкино брендне упраса хăварасси. Пĕрлехи инфратытăм пуҫарса ярсан, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕтесси те часах. Чăваш йăли-йĕркипе культурине аталантарса пыма та меллĕрех пулĕ. Тепĕр тесен, чăваш чĕлхине анлăрах сарма витĕм кӳресси те куҫ кĕретех. Патшалăх тĕревĕпе тата та лайăхрах аталанса пыма хăтлă условисем йĕркеленĕҫ. Наци киноискусстви, пĕр ĕмĕре яхăн ĕçлекен «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ упранса юлса çĕнĕлле ĕçлеме пуçлать»,  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

«Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырас тесен пирĕн киноиндустринче ĕçлекен çынсене хăйсене инициативăпа тухма чĕнетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн тĕп тĕллев енчен те тĕрлĕ енлĕ инициативăсем, тĕрлĕ енлĕ шухăшсем. Вĕсене пурнăçа кĕртсессĕн, халăха усă кӳме пултарсассăн чăваш халăхĕн культурине, чăвашлăха аталантарма усă кӳрме пултарсан, паллах, эпир ăна тĕрлĕ енлĕ пулăшу та парса пыма хатĕр»,  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Кинематографи аталантарас пулсан, ятарлă программа йышăнсан аван. Кун пек пулсан, киносене хамăрăн республикăра пурăнакансем кăна мар, республика тулашĕнче пурăнакансем те хапăл тусах йышăнма пултарайрĕҫ. Пуласлăхри ĕҫсем те паллă, плана кĕртнисене, пĕрле тĕрĕс йышăнусем туса хăварнисене ĕҫ хучĕсемпе ҫирĕплетесси. Проектсене пурнăҫа кĕртсе пымалли майсем те шырамалла, условисем йĕркелесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова юлашки 4 ҫул хушшинче «Чăвашкино» ӳкернĕ 43 фильмĕнчен пурĕ те вĕсене 281 хут кăтартнине асăннă, курма кăмăл тăвакансен йышĕ 11 пин ҫын пулнă имĕш.  Вăтамран пĕр кинона 42 ҫын пăхнă.  

Кино ӳкерекенсен чи малтан тăван чĕлхе, несĕлсен культурипе искусствине, йăла-йĕркене аталантарассипе пысăк тимлĕх уйăрмалла. Енчен те Чăваш Наци телекуравĕн тытăмне куҫарсан, куракансен йышĕ ӳсессе шанаҫҫĕ. Кинозалсенче те фильмсене курма ирĕк юлать. «Умри тĕллев – пуҫаруллă ҫĕнĕ ĕҫе ҫирĕп йĕркелесе ярасси», – тенĕ министр. Телекуравра ятарлă эфир вăхăтне йышăнсан, вĕсем пирки тата та ытларах ҫынсем кăсăкланма пултарасси те куҫ кĕретех.

Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк, кун пирки тĕплĕнрех цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина каласа кăтартнă. «Пирĕн пахалăх ҫине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Раҫҫей шайне тухсан, коносем чаплă пулсан, вĕсене курас текенсен шучĕ ӳсесси те часах. Тĕнче шайне тухнă фильмсен пуласлăхĕ пысăккине пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр. Çĕнĕлле ĕçлесе аталанма, ыттисемпе тан пулма республикăри киноăстасем ытти хуласене пĕлӳ пухма та тухса çӳрĕçКино ӳкерме кăмăл тăвакан пысăк профессионалсене явăҫтармалла, пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен, ҫитĕнӳ пулатех», – тенĕ министр сăмаха ҫавăрнă май.

 

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ВЛАҪ ОРГАНӖСЕН ОФИЦИАЛЛӐ ПОРТАЛӖ