"Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕ: Пĕрле ĕçлесен çеç ăнăçу пулать

21.10.2021 15:59 | просмотров: 1071
"Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕ: Пĕрле ĕçлесен çеç ăнăçу пулать

Наци киноискусстви, пĕр ĕмĕре яхăн ĕçлекен «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ упранса юлса çĕнĕлле ĕçлеме пуçлать. Ăна халĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕпе пĕрлештереççĕ. «Чăвашкино» малашлăхне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри киноăстасемпе ирттернĕ тĕл пулура сӳтсе яврĕ. Пĕр ĕмĕр тултаракан «Чăвашкино» ячĕ, паллах, упранса юлать. Мĕн пуррине сыхласа хăварнипе çеç мар, пурлăхпа тĕрĕс усă курса тăкаксăр ĕçлемеллине палăртрĕç тĕл пулăва пухăннисем. «Чăвашкино» патшалăх киностудине Чăваш наци телерадиокомпанийĕпе пĕрлештерме йышăнни ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне ӳстерĕ. – Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырас тесен пирĕн киноиндустринче ĕçлекен çынсене хăйсене инициативăпа тухма чĕнетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн тĕп тĕллев енчен те тĕрлĕ енлĕ инициативăсем, тĕрлĕ енлĕ шухăшсем. Вĕсене пурнăçа кĕртсессĕн, халăха усă кӳме пултарсассăн чăваш халăхĕн культурине, чăвашлăха аталантарма усă кӳрме пултарсан, паллах, эпир ăна тĕрлĕ енлĕ пулăшу та парса пыма хатĕр. «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ хальлĕхе ертӳçĕсĕр. Республика Пуçлăхĕпе ирттернĕ тĕл пулу чылай ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕ. ОЛЕГ ЦЫПЛЕНКОВ: «Çак вăхăтра вăл пирĕн пата килсе вăхăт тупса пирĕнпе калаçни пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Эпир ăна хире-хирĕç лартăмăр, куçран куçа пăхса калаçрăмăр. Эпĕ вăл нумай япалана ăнланнине куртăм. Вăл «Чăвашкино» брендне сыхласа хăвармалла терĕ. Çавăнпа та эпĕ çак калаçу уссине куратăп». Кино ӳкерекенсен чи малтан тăван чĕлхе, несĕлсен культурипе искусствине, йăла-йĕркене аталантарассипе пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кунта вара нимĕнле иккĕленӳ те çук. АЛЕКСЕЙ ЕНЕЙКИН: «Эпир ӳкернĕ «Тăшман ури кунта ан пустăр» Гагаузи таран çитрĕ, кăтартрĕç. Тĕрлĕ регионсенче кăтартаçсĕ. Халăх йĕрет, куççульпе йышăнать. Эпир ăна нимелле ӳкертĕмĕр. Хамăр вăйпа кăна ĕçлеме пултарнине кăтартрăмăр. Çав вăхăтрах патшалăх енчен пулăшу вăйланса пырсассăн, штат кăштах ӳстерсессĕн питĕ тухăçлă, чăвашлăхшăн усăллă тĕнче шайĕнчи фильмсем тума пултарать». Чи пĕлтерĕшли – кино шучĕ мар, унăн пахалăхĕ. Çĕнĕлле ĕçлесе аталанма, ыттисемпе тан пулма республикăри киноăстасем ытти хуласене пĕлӳ пухма та тухса çӳрĕç. Пĕрле ĕçлесен çеç ăнăçу пулать. Çитес вăхăтра Чăваш наци телерадиокомпанийĕ çумĕнчи ятарлă канаш йĕркеленет. Унта шăпах «Чăвашкино» аталанăвне пырса тивекен ыйтусемпе ĕçлĕç.

Елизавета Цветкова, Игорь Зверев

"Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕ

 

Çавăн пекех пăхăр:

ГТРК «Чувашия»: Киностудию «Чувашкино» реорганизуют

"Чăваш Ен" наци телерадиокомпанийĕ: Республика Пуҫлӑхӗ пултарулӑх ҫыннисемпе "Чӑвашкино" студи пуласлӑхне сӳтсе яврӗ

"Хыпар" хаçат: «Чăвашкино» пуласлăхĕ шухăшлаттарать