"Чăваш Ен" ПТРК: Чăваш календарĕ кун çути курнă

15.12.2021 17:12 | просмотров: 665
"Чăваш Ен" ПТРК: Чăваш календарĕ кун çути курнă

Тутарстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем пĕрле пухăнса чăваш календарьне кăларнă. Хальлĕхе унăн шучĕ 500-тен çеç иртнĕ-ха. «Çапах та çитес вăхăтра вăл чăваш шкулĕсемпе ача сачĕсене те кăсăклантарма пултарать», – терĕç ăна пахалама хутшăннисем. Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕн пайташĕсем çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ кăсăклă, усăллă проект пурнăçлама тăрăшаççĕ. Учӳк, Уяв, Чăваш тĕрри, «Юрла чăвашла» конкурс тата ытти. Вĕсем пурте тăван халăх культурипе, пуян кун-çулĕпе паллаштарассипе çыхăннă. Çĕнĕ çул умĕн хастар йăхташăмăрсем чăваш календарьне пичетленĕ. Ăна ӳкерчĕксемпе калăпланă Сандр Пикл, ку ĕçе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пурнăçласшăн пулнă. Малтанах ăна арçын, хĕрарăм пурнăçĕпе çыхăнтарасшăнччĕ тет. Унтан пĕтĕмлетсе йăла-йĕркесене сăнланă çак ĕçре.

САНДР ПИКЛ: «Çак 12 пайран тăракан ӳкерчĕксене Эткер ят панăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 94-мĕш çулта, ун чухне календарь кăларас шухăш пурччĕ. 27 çул иртсен ман ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Çĕнĕ çул умĕн пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ». «Кашни уйăх ячĕ мĕнле пулса кайнине, пĕлме пулать календарь тăрăх. Çавăнпа чăвашла ятсене куллен усă курма тăрăшмалла», – теççĕ тĕл пулăва хутшăнакансем.

РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Чăваш – питĕ мăнаçлă, авалхи халăх. Кашни уйăх ятĕнче хăçан ăçта пурăннине сăнлама пулать. Калăпăр, нарăс уйăхĕ авалхи иран чĕлхинчен. Çĕнĕ кун тенине пĕлтерет».

КОНСТАНТИН МАЛЫШЕВ: «Цивилизаци тума пултаракан кашни халăхăн хăйĕн календарĕ пулнă. Çав шута пирĕн чăвашсем те кĕреççĕ. Мĕн тума пуçтарăннă. Шухăша кайсан тимлĕрех пулсассăн пуянлăхĕ малашне те вăл пултăр тесе календаре кăлартăмăр». 2019-мĕш çултанпа Тутарстан чăвашĕсем тепĕр хутчен «Шурăмпуç» журнал кăларма пуçланă. Ку ĕçе «Сувар» хаçат ĕçченĕсем тытса пыраççĕ. Çавăнпа та юлашки çулсенче чăвашла çыракансен те, вулакансен те йышĕ ӳсни сисĕнет теççĕ йăхтăшăмăрсем.

ИРИНА ТРИФОНОВА: «Тутарстанри чăваш çыравçисем хайлавĕсене пуçтарассипе чăваш çыравçисен союзĕ ĕçлет. Тутарстанри чăваш писателĕсемпе поэчĕсем нумай. Кĕнеке кăларас ĕс нумай мар. Вĕсене вулаççĕ». Кӳршĕре пурăнакан хастар чăвашсем календарь кăларас ĕçе малалла тăсасшăн.

Регина Кубайкина, Юрий Марков

"Чăваш Ен" ПТРК

Çавăн пекех пăхăр: НАЦИОНАЛЬНЯ БИБЛИОТЕКА: СОСТОЯЛАСЬ ПРЕЗЕНТАЦИЯ КАЛЕНДАРЯ «ЭТКЕР. НАСЛЕДИЕ»