«Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтел иртрĕ

23.12.2021 19:52 | просмотров: 647
«Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтел иртрĕ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтел ирттерчĕ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче иртнĕ ларăва Институт ĕçтешĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, Чăваш Республикин наци библиотекин, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, Чăваш халăх сайчĕн ĕçченĕсем тата общество хастарĕсем пуҫтарăнчĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулура Геннадий Дегтярёв, Алевтина Долгова, Ирина Семенова, Галина Ильина, Ирина Кириллова, Юрий Виноградов филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрĕн пуçлăхĕ Галина Соловьева, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Алина Майорова, Чăваш халăх сайчĕн администраторĕ Николай Плотников, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алексей Леонтьев, Тимĕр Акташ журналист тухса калаçрĕç. Тĕпрен илсен, нумай пулмасть кун çути курнă тата çывăх вăхăтра пичетленсе тухмалли сăмах кĕнекисем пирки сăмах пычĕ. Мĕнле словарьсем хатĕрлесен шкул кĕнекисен авторĕсене, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ĕçлеме çăмăл пулни пирки те калаçу пычĕ. Чăваш чĕлхипе, литературипе, культурипе çыхăннă çынсене пурне те çăмăллăх кÿме пултаракан Чăваш чĕлхин наци (электрон) корпусне хатĕрлесен пурнăç нумай çăмăлланни пирки те сăмах хускалчĕ.

Фотографии