Г.И. Фёдоров тӗпчевҫӗ, ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен-пӗр таса вӑрттӑнне...» литература каҫӗ иртрĕ

Чӑваш Республикин Наци библиотеки, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата И.Н. Ульянов ячĕллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Г.И. Фёдоров тӗпчевҫӗ, ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тупасчӗ сӑмахӑн пӗртен-пӗр таса вӑрттӑнне...» литература каҫӗ ирттерчĕç. Наци библиотекин Акт залĕнче Георгий Иосифовичăн тăванĕсем, ентешĕсем, çыравçăсем, ăсчахсем, студентсем, ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем пуçтарăнчĕç.
Программа çакăн пек пулчĕ:
Юрӑ вӑчӑри
Литература каçне паллă эстрада юрăçи, ăста купăсçă, Г.И. Федоров вĕренекенĕ Георгий Смирнов пуçларĕ.
Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов тата И.Н. Ульянов ячĕллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчĕ Татьяна Матросова Георгий Иосифович сăввисенчен йĕркеленĕ сăвăллă-юрăллă композиципе савăнтарчĕç.
Чӑваш Республикин Çĕмĕрле муниципалитет округĕнчи Тӑванкас территори уйрăмĕн «Тăванлăх» фольклор ансамблĕ сăввипе кĕввине те Георгий Федоров çырнă юрăсемпе, чăваш халăх юррисемпе уява илемлетрĕ.
Калаҫакансем
Якимова Екатерина Романовна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗ деканӗн çумĕ
Осипов Николай Николаевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачĕ, И.Я. Яковлев ячӗллĕ Чӑваш патшалӑх педагогика университечĕн доценчӗ
Кириллова Ирина Юрьевна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ĕҫтешӗ
Кузнецов Александр Валерьянович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчĕн аслă ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ
Филиппова Лидия Ивановна, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн пайташĕ
Павлов Сергей Лукиянович, чӑваш халӑх писателĕ
Мостайкин Андрей Александрович, Чӑваш Республикин Çĕмĕрле муниципалитет округĕ пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхпа экологи пайĕн ертÿçи
Васильев Владимир Ильич, Чӑваш Республикин Çĕмĕрле муниципалитет округĕн Тӑванкас территори уйрăмĕн пуҫлӑхĕ
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторĕ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ
Кӗнекесен хӑтлавӗ
Г. Фёдоров «Суйласа илнисем. Поэмӑсем, сӑвӑсем», «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи»
Калаҫакансем
Фёдорова Галина Фёдоровна, Г.И. Фёдоров мӑшӑрӗ
Никифорова Вера Витальевна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ
Сачкова Людмила Николаевна, ҫыравҫӑ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн редакторĕ
Ирĕклĕ микрофон
Максимов Геннадий Аркадьевич, çыравçă, журналист
Милютин Владимир Аркадьевич, балетмейстер, этнохореограф, педагог
Литература каçне килнисем Г.И. Федоров пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Паллӑ тӗпчевҫĕ, ӑста ҫыравҫӑ» куравпа паллашма пултарчĕç.






















