Икӗ халӑх - икӗ шӑпа

26.05.2022 16:34 | просмотров: 608
Икӗ халӑх - икӗ шӑпа

Аваллӑхран килекен пуянлӑха упраса тӗрлӗ халӑхпа килӗшӳре пурӑнасси халӗ кашнийӗн тивӗҫӗ пулмалла. Ҫак чӑнлӑха ҫирӗплетсе Хусан хулинче ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тутарстанпа Чӑваш халӑх поэчӗсен - Ренат Хариспа Валери Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

Пурнӑҫа юратса унӑн кашни самантне хаклама пӗлекен ҫын халӑх чунне те, ӑна мӗн кирлине те никамран ытла туять. Чӑн-чӑн поэт урӑхла пулма та пултараймӗ. Унӑн поэзийӗ вулаканӑн чунне сиплесе ырӑ малашлӑха чӗнет. Ҫапла ӗҫлеҫҫӗ те тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем: Чӑваш тата Тутар халӑх поэчӗсем Валери Туркайпа Ренат Харис. Чылайранпах вӗсем пӗрне-пӗри ҫур сӑмахран ӑнланса пархатарлӑ ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. Кӳршӗллӗ туслӑ халӑхсен сумлӑ сӑввисене чӑвашла тата тутарла куҫарса тӑванлӑх туйӑмне вӑйлатаҫҫӗ. Литература каҫӗ Хусанти халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче хӑна пухрӗ. Ятлӑ-сумлӑ ентешсем Чӑваш Енрен те, Тутарстанран та йышлӑн пулчӗҫ.

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков

 

ГТРК «Чувашия»

https://youtu.be/itoCjSsKb4o