МИХАИЛ ИВАНОВИЧ СКВОРЦОВА АСĂНСА

20.02.2018 14:05 | просмотров: 2054
МИХАИЛ ИВАНОВИЧ СКВОРЦОВА АСĂНСА

Михаил Иванович Скворцов чĕлхеçĕ 85 çул тултарнине тата Пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ыран, нарăсăн 21-мĕшĕнче, «Ырми-канми словарь ăсти Михаил Иванович Скворцов профессор» фотокурав уçăлать. Пуçламăшĕ 15 сехетре.

Кăмăл тăвакансене хапăл туса кĕтетпĕр!

 

***********************************

Чăваш тĕнчине йĕркене кĕртекен

Михаил Иванович Скворцов… Пĕрисемшĕн ку ят питĕ паллă, теприсем пĕлмеççĕ, виççĕмĕшĕсем: «Таçта илтнĕ пек», ­ текелеççĕ. Кусем те, лешсем те Михаил Ивановичăн пĕр словарĕпе те пулин усă кураççех е усă курнах ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Чăвашра кашни килтех, йĕркеллĕ çемьере, хулăн та ÿкерчĕклĕ кĕнеке ­ М.И. Скворцов редакциленĕ «Чăвашла-вырăсла словарь» ­ пурччĕ.

Михаил Иванович хăй ĕмĕрĕнче тем тĕрлĕ ĕç те тунă: радиора тата хаçатсенче тăрăшнă, студентсемпе учительсене ăс панă, вырăсларан чăвашла чылай куçарнă (тĕслĕхрен, В.И. Ленин статйисем кăна ­ тăватă кĕнекелĕх!), ăслăлăх статйисемпе вĕренÿ хатĕрĕсем калăпланă. Çапах та Пÿлĕхçĕ ăна словарьсем ăсталамах пил панă-тăр. Михаил Иванович ĕмĕр тăршшĕпех чăвашăн пуян та кăткăс тĕнчине майла-майла йĕркене кĕртнĕ ­ алфавитпа вырнаçтарнă та ăнлантарса-куçарса панă.

Сăмах кĕнекисен авторĕсем пирĕн сахалах мар. Вĕсенчен тăваттăшне вара уйрăмах палăртмалла ­ чăваш лексикографийĕнче Н.В. Никольский, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата М.И. Скворцов тапхăрĕсем пур. Словарьсен тата калаçу кĕнекисен йышĕпе Михаил Ивановича çитекенни çук ­ вĕсем унăн çирĕме яхăн: икĕ томлă «Вырăсла-чăвашла словарь», «Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки», «Вырăсла-чăвашла-венгрла калаçу кĕнеки» (Л. Захемскипе пĕрле хатĕрленĕ), «Вырăсла-чăвашла общество-политика словарĕ», «Социаллă сăмахлăхăн вырăсла-чăвашла словарĕ», «Ютран кĕнĕ сăмахсен вырăсла-чăвашла словарĕ» (Л.Д. Башкировпа пĕрле), «Шкул ачисен чăвашла-вырăсла словарĕ» «Право пĕлĕвĕсен вырăсла-чăвашла словарĕ» (Д.Ф. Семёновпа пĕрле) т.ыт.те.

Вĕсенчен чылайăшĕ темиçе кăларăмпа та тухма ĕлкĕрнĕ. Тĕслĕхрен, А.В. Скворцовăпа пĕрле хайланă «Вырăсла-чăвашла тата чăвашла-вырăсла словарь» тăхăр хутчен те пичетленчĕ ĕнтĕ.

Халăха çутта кăларакансем ĕлĕкех çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: «Тĕнчере чи кăткăсси икĕ ĕç: пĕри ­ грамматика çырасси, тепри ­ словарь хатĕрлесси». Чăн-чăн сăмах кĕнеки ăсталама ăсчах пĕлĕвĕ çеç мар, ÿнерçĕ пултарулăхĕ те кирлĕ. Михаил Ивановичăн вара вăл та, ку та ытлă-çитлĕччĕ: профессор сăмах сĕмĕсене мусăкçă пек туятчĕ те словарьте çавна ÿкерÿçĕ-сăрăçă пек сăнласа пама пултаратчĕ. Вăл питĕ сăпайлă çынччĕ, анчах хăйĕн çак тĕлĕнтермĕш таланчĕ пирки пĕр курнăçланмасăр калатчĕ: «Манăн ĕç ­ ювелир ĕçĕ».

Ватă çынсем, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă чухне, сых ятне çакăн пекрех тÿрлетсе хăвараççĕ: «Турă сывлăх парсан...», «Вилмесен...». Михаил Ивановичăн, сакăрвунналла çитиччен пульницăра шăл кăна сиплесе курнăскерĕн, усаллине асăнас йăла çукчĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ вара темĕн чухлехчĕ! Юлашки çулсенче унăн сывлăхĕ самаях хавшарĕ: ури те суратчĕ ĕнтĕ, чĕри те йăшкатчĕ. Вĕрентекенĕмĕр вара малтанхинчен те ытларах ­ лăш курмасăр ­ ĕçлеме пуçларĕ: ĕлкĕрмелле, ĕлкĕрмелле, ĕлкĕрмелле. Ăна ÿкĕте кĕртме тăрăшаттăм: «Ирсерен-каçсерен çур сехет уçăлса çÿресемччĕ». Сăмахĕпе килĕшетчĕ вăл, анчах вăхăтне кун валли шеллетчĕ. Виçĕм çулхи раштавăн пĕрремĕшĕнче чĕлхеçĕн канăçа пĕлмен чĕри тек чăтайман... Ăсчахăн ĕç сĕтелĕ çинче тăватă тĕрлĕ ал çыру тĕркемĕ юлнă: икĕ томлă «Чăвашла-вырăсла словарь», «Тутарла-чăвашла-вырăсла словарь», «Медицина словарĕ» тата «Бхагавад-гитăн» (Турă юррин) чăвашла куçарăвĕ.

 

Чĕлхе илемĕ ­ куçа çиекен капăрлăх мар, черченкĕ ĕлккенлĕх, ăна курма çук ­ туйма кăна пулать. Туйма вара чун кирлĕ, таса та ăшă чун ­ чунлăх. Çутçанталăк Михаил Ивановича ку енĕпе те кÿрентерменччĕ. Çул çинче ăнсăртран тĕл пулсан та кăмăла çĕклеме, хавхалану кÿме сăмах тупса калатчĕ. Пулăшу ыйтаканшăн та вăхăтне те, вăй-халне те шеллеместчĕ.

 

Манăн пурнăçра та халь словарь ĕçĕ ­ тĕп вырăнта, хам пирки «Скворцов профессорăн вĕренекенĕ» тетĕп, шăпамăрсен çыхăнăвне аса илетĕп. 1977 çулта иксĕмĕр те пуçласа Чăваш патшалăх университетне пырса кĕрсеттĕмĕр: эпĕ ­ вĕренме, вăл ­ вĕрентме. Михаил Иванович пĕрремĕш курсра «Чĕлхе пĕлĕвĕн кÿртĕмĕпе» паллаштарчĕ, иккĕмĕшĕнче ­ курс ĕçĕ çыртарчĕ тата ăслăлăх конференцине хутшăнтарчĕ. Вăл сĕннипех виççĕмĕш курс хыççăн Ленинград университетне вĕренме куçрăм, унтан диссертаци темине суйласа илтĕм. Кайран пĕр-пĕрин ĕçĕсене редакцилесе те куртăмăр...

Кăçал кăрлачăн 2-мĕшĕнче М.И. Скворцовăн мăшăрне Алевтина Васильевнăна çуралнă кун ячĕпе саламлама кайрăмăр. Михаил Иванович хваттерĕнче ĕлĕкхи пекех. «Пурте пур… кĕнекисем те, кивĕ кĕрĕкĕ те пур. Вăл хуратайман хутсем те ун сĕтелĕнче шап-шур. Хăй çеç çук…»

 

Геннадий Дегтярёв

 

Фотографии